Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Концертпа савăнтарчĕç

09 октября 2013 г.

Интернат администрацийĕ çак концерта пире те, «Елочка» профилакторире, каярахпа ачасен туберкулезĕпе кĕрешекен республикăри медицина учрежденийĕнче чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене, чĕнчĕ.

Интернатăн тĕп врачĕ Н.Поликарпов пире нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн чĕререн тав турĕ, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Николай Иванович пĕрлех хальхи коллектив та ветерансен ырă йăлине – тăрăшса ĕçлессине малалла сумлăн тăсса пынине палăртрĕ.

Кун хыççăн вара концерт пуçланчĕ. Малтанах сцена çине В.Шумилов тухрĕ. Вăл клавишнăй инструментпа каласа вырăссен лирикăллă юррисене пурин кăмăлне те каймалла юрласа пачĕ. Викторăн янăравлă та уçă сасси залра ларакансен чĕрисене ырă та ачаш туйăмсемпе ăшăтрĕ. Концерт программине малалла тăсса, Т.Деомидовапа А.Лукьянова чăваш композиторĕсен юррисене илемлĕн шăрантарчĕç. Çак юрăçсем тата Н.Степанова, Л.Карповапа А.Сафронова, чăвашсен илемлĕ кĕписене тăхăннăскерсем, чăваш халăх юррисене юрласа савăнтарчĕç.

Концерта пĕрлех интернатра пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри хутшăнни те программăна илем кÿчĕ.

З.ПЕТЬКОВА

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика