05 октября 2013 г.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пĕр уйăхĕ сисĕнмесĕрех хыçа юлчĕ. Мĕнлерех хатĕрленсе кĕтсе илнĕ-ха ăна Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта; Хатĕрленÿ ĕçĕсенче патшалăх пулăшăвĕ сисĕмлĕ пулнă-и; Çак тата ытти ыйтусем çине хуравсем илес тĕллевпе Учительсен кунĕ умĕн пирĕн корреспондент çÿлерех асăннă шкул директорĕпе, Ю.Ермолаевпа тĕл пулса калаçнă.
– Юрий Федорович, хамăрăн калаçăва 2013-2014 çулсенчи вĕренÿ çулне кĕтсе илессипе çыхăннă ыйтуран пуçлар пулĕ.
– Иртнĕ вĕренÿ çулĕ вĕçленсенех çак ыйту тимлĕхре пулнă. Педагогсем, ачасен ашшĕ-амăшĕсем тата шкул çумĕнче йĕркеленĕ ĕçпе кану лагерĕнчи аслă классенче вĕренекенсем çу кунĕсенче классене тата спортзала юсаса-сăрласа илемлетрĕç. Куншăн вĕсене чĕререн тав тăвас килет.
Пĕрлех столовăя та тирпей-илем кÿнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса кухньăна çĕнĕ йышши 2 электроплитка, пысăк холодильник, кондитер çимĕçĕсем пĕçермелли, улма-çырла сĕткенне илмелли хатĕрсем кÿрсе килнĕ, савăт-сапа çÿлĕкĕсем вырнаçтарнă. Çавăн пекех районти бюджет укçипе ачасен апатланмалли залне 10 сĕтелпе, 60 пуканпа пуянлатнă.
– Ачасен сĕтелĕ çинче вĕсем хăйсен аллипе çитĕнтернĕ пахча çимĕç те пулать ĕнтĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"