21 сентября 2013 г.
Хальхи вăхăтра пирĕн республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче, çав шутра Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче те, «Граждăнла хÿтлĕх» уйăхлăх пырать. Вăл сентябрĕн 2-мĕшĕнче пуçланчĕ, октябрĕн 2-мĕшĕччен пырать.
Çак уйăхлăх вăхăтĕнче шкулта çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă класс сехечĕсем, электронлă презентацисем, викторинăсем иртеççĕ. Кунсăр пуçне ачасене террорла актсенчен сыхланма вĕрентекен мероприятисем те пулаççĕ. Ачасене шыва путассинчен, пушарта çунса вилессинчен хăтаракансем пирки «Чи çамрăк паттăр» темăпа калаçусем йĕркеленине те палăртмалла. ОБЖ предмечĕн урокĕсене ачасене инкек-синкекрен сыхланма пулăшакан хушма пайсем кĕртнĕ. Шкулта пĕрлех ачасене граждăнла хÿтлĕх парассипе çыхăннă ÿкерчĕксен конкурсне те йĕркеленĕ.
«Граждăнла хÿтлĕх» уйăхлăх шкулта ĕç планĕ- пе килĕшÿллĕн пырать. Тĕрлĕ мероприятисене интереслĕ те тивĕçлĕ шайра йĕркелес тĕлĕшпе педагогсем çине тăрса ĕçлеççĕ, çавна май вĕсене ачасем хаваспах хутшăнаççĕ.
Т.СТЕПАНОВА,
Карапай Шăмăршă вăтам шкул директорĕн
воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"