18 сентября 2013 г.
Карапай Шăмăршăри В.Столяров – ялти сумлă çынсенчен пĕри, хисеплĕ гражданинĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван ялта, тĕрлĕ ĕçре вăй хунă вăл. Çак кунсенче икĕ орден кавалерĕ В.Столяров çуралнăранпа 75 çул çитрĕ.
Виталий çемьери 5 ачапа пĕрле пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Каникул кунĕсенче бригадăри ытти ачасемпе тăван колхоз уй-хирĕнче тар тăкнă. Ялти 7 çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнипе кăна çырлахман мал ĕмĕтлĕ яш – Шăмăршăри вăтам шкула малалла вĕренме çÿренĕ, аттестат илнĕ.
1957 çулта салтака кайма повестка парсан питĕ савăннă – çар службинче пиçĕхнисем ялта ĕмĕрех сумлă пулнă. Службăра 3 çул тăнă. Салтак тивĕçне яланах çар присяги хушнă пек пурнăçланăшăн В.Столярова чаç командованийĕ Грамотăпа наградăланă.
Тăван яла каялла таврăнсан колхоз утарçин пулăшуçинче тăрăшнă. 1962 çултан тытăнса, пĕр улшăнми 15 çул, Виталий Петрович колхозри уй-хир бригадине ертсе пынă. Бригадир должноçĕнче ырми-канми ĕçленĕ вăл. Бригада çуллен тухăçлă тыр-пулă, çĕр улми акса-лартса çитĕнтернĕ. Ĕç кăтартăвĕ районта та чи лайăххисенчен пĕри пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ пултаруллă бригадира «Хисеп палли» орденпа чысланă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн 3 çултан Виталий Петровича каллех çакнашкал орденпах наградăланă. Кунсăр пуçне вăл ВДНХн бронза медальне тивĕçнĕ, ятне районти Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Хăйĕн пĕлĕвне ÿстересси пирки те манман бригада ертÿçи. Ĕçленĕ хушăрах заочнăй майпа Вăрнарти совхоз-техникумри агрономи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă.
Ертÿçĕ ĕçĕнчи пултарулăхĕпе хастарлăхне, халăхпа ĕçлеме пĕлнине шута илсе 1977 çулхи январьте В.Столярова ял-йыш Карапай Шăмăршă ял Совечĕн председателĕ пулма шаннă. Ку яваплă ĕçре те вăл канăçа пĕлмесĕр вăй хунă, халăх шанăçне тÿрре кăларассишĕн хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă. Виталий Петрович председатель пулса ĕçленĕ çулсенче Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсен социаллă аталанăвĕн никĕсĕ сисĕмлех çирĕпленнĕ. 1981 çулта ялта «Василек» ача сачĕн, тепĕр 3 çултан икĕ хутлă çĕнĕ вăтам шкулăн çурчĕсем хута кайнă. 1990 çулта Çĕнĕ Тăрăнти кĕрхи-çурхи çанталăкра пылчăкпа çăрăлса тăнă çула асфальт сарса тикĕсленĕ. Йывăç кĕперсене тимĕрпе бетонран тунисемпе ылмаштарса тухнă, газификаци ĕçĕсене пуçланă.
Ялăн социаллă пурнăçне малалла аталантарассине сисĕмлĕ тÿпе хывнăшăн Виталий Петровича «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль парса хисепленĕ. 1999 çулхи январьте тивĕçлĕ канăва кайнă.
Çак кунсенче Виталий Петрович хăйĕн 75 çулхи юбилейне палăртрĕ. Сумлă юбилей ячĕпе ăна юратнă мăшăрĕ Клавдия Тимофеевна, 3 ывăлĕ- пе кинĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем, ял тăрăхĕн администрацийĕн тата культура ĕçченĕсем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, пĕлĕшĕсем, «Шăнкăрав» фольклор коллективĕн юрăçисемпе ташăçисем (çак ушкăнра Виталий Петрович В.Ивановпа пĕрле купăс калать) ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунчĕç.
И.МЕДВЕДЕВ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"