Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ уçăлчĕ

22 декабря 2012 г.

ĔНЕР Карапай Шăмăршă ялĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ уçăлчĕ. Çак ятпа ирттернĕ савăнăçлă пухура район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Никифоров, район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов тата ял çыннисем пулчĕç.

"Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" федераллă программăпа килĕшÿллĕн, ялти фельдшерпа акушер пунктне реконструкцилесе çĕнетме, ăна пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн шайне çитерме пĕр миллион та 600 пин тенкĕ укçа уйăрнă пулнă. Сывлăх сыхлавĕн ĕçне модернизацилеме паракан программăпа 250 пин тенкĕлĕх медицина оборудованийĕ вырнаçтарнă.

Çак уйрăм ял çыннисен сывлăхне пăхса-тĕрĕслесе тăрас тата сиплес тĕлĕшпе ĕçе лайăхлатма май парĕ. Пациентсене пĕтĕмĕшле практика врачĕ, фельдшер тата медсестра йышăнĕç. Кунта ача-пăча, прививка, процедура, тĕрĕслев, физиотерапи кабинечĕсем, кăнтăрла сипленмелли виçĕ койка-вырăнлă палата пур.

Терапи тĕрĕслевĕсĕр пуçне, ял çыннисем çак уйрăмра чĕрен электрокардиограммине тутарма, куç, ЛОР-тĕрĕслевĕнче пулма, тĕрлĕ анализсем пама, чир-чĕртен сыхлакан прививкăсем тутарма, васкавлă медицина пулăшăвне илме пултараççĕ.

Учреждени ĕç-хĕлĕпе Раиса Вашуркина – ăна çак уйрăмăн врачĕ пулма çирĕплетнĕ – паллаштарчĕ. Район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова çак уйрăмри компьютер техники пирки каласа пачĕ, вăл сиплев ĕçĕнче сисĕмлĕ тата тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрсе тăнине асăнчĕ.

Раиса Николаевна Вашуркина специальноçĕпе – педиатр. Вăл – "Ял тухтăрĕ" республика проекчĕн участници.

Ялта çакнашкал сиплев учрежденийĕ уçăлни, хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшни Карапай Шăмăршăра тата Çĕнĕ Тăрăнта пурăнакансене питĕ савăнтарать.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика