Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Театр – пĕтĕм пурнăç

04 сентября 2013 г.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Валентина Акальская 70 çул тултарчĕ. Вăл Çамрăксен театрĕн сцени çинче вун-вун сăнар калăпланă, халăх хисепне тивĕçнĕ. Карапай Шăмăршă хĕрĕн пултарулăх çул-йĕрĕ 1961 çулта Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Зоя Ярдыкова ертсе пыракан наци труппине лексен пуçланнă.

Çамрăк артистка И.Максимов-Кошкинскин «Эх, Иван» спектаклĕ-нчи Иван амăшĕн сăнарĕпе пĕрремĕш хут сцена çине тухнă. Каярахпа ăна пĕлтерĕшлĕ ытти сăнара, тĕп рольсене калăплама шаннă. Ф.Павловăн «Ялта» драминчи Пăрчăкан, Н.Терентьевăн «Çĕпĕр дивизийĕнчи» Хветура т.ыт.те. В.Акальская 80 ытла сăнара «чун кĕртнĕ».

Валентина Васильевна питĕ хăйне евĕр, пуян чун чĕреллĕ çын. Вăл кашни роле – пĕчĕк-и вăл е пысăк-и – чун витĕр кăларать, çавна май вĕсем ĕненмелле, чĕрĕ пулса тухаççĕ. Акальскаяна Чăваш Енре çеç мар, Тутар, Пушкăрт Республикисенче, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенче, чăвашсем пурăнакан ытти регионта лайăх пĕлеççĕ, юратаççĕ, хисеплеççĕ.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткин Валентина Акальскаян пултарулăхĕ – театра юратнине, куракана чунран парăннине кăтартакан чĕрĕ тĕслĕх.

И.СЕРГЕЕВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика