Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕнчĕ шăнкăрав шкула

04 сентября 2013 г.

ĔЛĔК, Пĕрремĕш Петĕр патша пулнă чух, сентябрĕн 1-мĕшĕ Çĕнĕ çул пуçламăшĕ шутланнă. Çак кун пирĕншĕн халĕ те «çĕнĕ» – Вĕренÿ çулĕ пуçланнине, Пĕлÿ кунне уявлатпăр.

Уяв кану кунĕпе пĕр килнĕрен, нумай регионсенче ăна тепĕр куна куçарнă. Чăваш Республикинче, вăл шутра пирĕн районта та, нумайранпа пыракан ырă йăлана пăсас темерĕç: сентябрĕн 1-мĕшĕ – Пĕлÿ кунĕ. Çавна май шкулсенче савăнăçлă линейкăсем иртрĕç.

ШĂМĂРШĂ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне халалланă савăнăçлă линейкăна 630 вĕренекен тăчĕ. Çак йышран 75-шĕ – пуçласа 1-мĕш класа килнисем. Вĕсене опытлă учительницăсем – Н.Мартынова, Н.Львова тата Т.Удочкина пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрĕç.

Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсем мăнаçлăн янăранă хыççăн кĕске сăмах каласа мероприятие шкул директорĕ О.Еремеева уçрĕ. Ольга Михайловна пурне те Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ, ачасене – вĕренÿре, педагогсене йывăр та пархатарлă ĕçре ăнăçу сунчĕ. Кун хыççăн вăл иртнĕ вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Шкулта вĕренекенсен 46,5 проценчĕ вĕренĕве «4» тата «5» паллăсемпе вĕçленĕ (201-шĕ – ударниксем, 68-шĕ – отличниксем). Выпускниксенчен 5-шĕ – ылтăн, 3-шĕ кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.

Федераци тата республика шайĕнчи дистанцилле олимпиадăсен призерĕ-сене шкул директорĕ Грамотăсем парса хавхалантарчĕ.

Шкулти çамрăк армеецсен «Зарница» команди кăçал июньте республикăри çар вăййисенче 2-мĕш вырăн çĕнсе илсе район чысне сумлăн хÿтĕленĕ. Çак командăри 12 ача тата вĕсен ертÿçи А.Еремеев учитель ячĕпе района Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Дипломĕ-семпе Грамоти килсе çитнĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Е.Кудряшова Александр Сергеевича тата унăн воспитанникĕ-сене çак сумлă наградăсемпе чысларĕ.

Пĕрремĕшсем тата вун пĕрмĕшсем интереслĕ творчество программипе паллаштарчĕç.

Малалла пĕрремĕшсен учителĕ Н.Львова, 1-мĕш класри ачасен амăшĕсем тухса калаçрĕç, пухăннисене пурне те Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламласа ачасене вĕренÿре ăнăçу сунчĕç.

Савăнăçлă мероприятие вĕçлесе шкулти «Подвиг» патриот клубĕн командирĕ, 11 класра вĕренекен Р.Алексеев тата 1 класри А.Алексеева пĕрремĕш урока кĕме шăнкăрав пачĕç.

 

ПУЯНКАССИ. Ачасене пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулне лайăх хатĕрленсе кĕтсе илнĕ. Çак шкула çу кунĕсенче тĕпрен юсанă.

Юсав ĕçĕсем ирттерме кăçал, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентÿ ĕçне модернизацилессипе çыхăннă программăпа килĕшÿллĕн, ку учреждение 1 миллион та 850 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Кунсăр пуçне район бюджетĕ-нчен 1 миллион та 109 пин тенкĕ хушса панă. Çак суммăсене уйăрнă чухне кунта шкул умĕнхи ÿсĕмри ачасен 2 ушкăнне йышăнмаллине те шута илнĕ.

Июнь çурринчен тытăнса районти «Строитель плюс» ООО ĕçченĕсем хĕрÿ ĕçе пуçăннă – шкулăн кивелсе çитнĕ шифер çивиттине тĕттĕм хĕрлĕ профнастилпа улăштарса витнĕ. Пĕрлех пĕчĕккисене йышăнмалли пайра реконструкци ĕçĕсем пурнăçланă, урайсем çине гипсокартон çапса линолеумпа сарнă.

Кунсăр пуçне çĕрĕшме пуçланă унчченхи чÿрече блокĕсене кăларса пластикран тунисемпе улăштарса тухнă. Çавăн пекех шкулта шалти туалетсем те тунă, тивĕçлĕ оборудовани вырнаçтарнă.

Юсав валли уйăрнă укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнине ăнланса учреждени коллективĕ те, ачасен ашшĕ-амăшĕ те ĕçре пысăк пулăшу панă. Вĕсем спортзала, столовăя кĕмелли тамбурсем ăсталанă, учреждение сăрласа илемлетнĕ, столовăя шывпа тивĕçтерекен системăна юсанă. Çак вăйпах, тÿлевсĕрех, тротуарсене асфальт сарса çĕнетнĕ, учреждени никĕсĕн отмосткине тунă. Хăш-пĕр кун 50 çынна яхăн ĕçленĕ. Ял-йышăн обществăлла хастарлăхне чăннипех те мухтамалăх пур.

Кунта пĕрлех ялти Г.Макаров фермер шкул йĕри-таврашне тăпра-хăйăр сарса тикĕслеме тÿ- левсĕрех техника уйăрнине, çул-йĕр тăвакан тата юсакан районти участок ĕçченĕсем асфальтлă площадкăна çĕнетнине те палăртмалла.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне халалланă линейкăна 60 ача тăчĕ, çак шутран 6-шĕ – пĕрремĕшсем. Мероприятие уçса, шкул директорĕ Л.Бондареева пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, ачасене вĕренÿре, учительсене вĕрентÿ ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ, юсав ĕçне хутшăннă çынсене чĕререн тав турĕ.

Хаваслă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев та килчĕ. Пурне те Пĕлÿ кунĕпе саламланă хыççăн Валерий Петрович шкула юсас ĕçе хутшăннă çынсене ăшшăн тав турĕ, уйрăмах хастарлăх кăтартнисене район администрацийĕн Хисеп грамотипе укçа премийĕ парса чысларĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин та юсав ĕçĕсемшĕн шкул коллективне, ачасен ашшĕ-амăшне чĕререн тав турĕ, пĕрремĕшсене вĕренÿ хатĕрĕсем парнелерĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа учительсене, ачасене педагогика ĕçĕн ветеранĕ Г.Алексеев тата Г.Андронов пенсионер, ашшĕ-амăшĕн ятĕнчен И.Гладкова, М.Федотов академикăн мăнукĕ В.Терентьев та саламларĕç. В.Терентьев шкула Михаил Романович çырнă кĕнекесем, ун çинчен çырса кăтартнă изданисем парнелерĕ. Г.Андронов вара хăйĕн ашшĕ Кирилл Афанасьевич çырса хăварнă шкул историйĕн ал çырăвĕн копине парса хăварчĕ.

9 класри К.Спиридо-новапа 1 класри А.Борисов пĕрремĕш шăнкăрав парсан ачасем классене саланчĕç.

 

ПАЛТИЕЛ. Вĕренекен-семпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ чылайранпа кĕтнĕ уяв – Пĕлÿ кунĕ вырсарни куна лекрĕ пулсан та савăнăçлă линейкăна хутшăнакансем кăçал та йышлăн пулчĕç: çакнашкалли çулталăкра пĕрре çеç пулать-çке.

Уява шкул директорĕн çумĕ С.Сандркина кĕске сăмах каласа уçрĕ. Ун хыççăн ачасемпе учительсене, ашшĕ-амăшне шкул директорĕ Р.Сорокин, район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕ В.Петьков, маларах çак шкултан вĕренсе тухнă, халĕ Америкăра ĕçлекен физика наукисен кандидачĕ С.Алексеев саламларĕç. Сăмах май, аякран килнĕ хăна пушă алăпа пулмарĕ: тăван шкула компьютер парнелерĕ.

Кă&¸ал шкулта 163 вĕренекен партăсем хушшине ларать, вĕсенчен 13-шĕ пуçласа пĕлÿ тĕнчин алăкне уçать.

Чи хумхануллă та савăнăçлă самант: пĕрремĕш шăнкăрав янăрать. Хальхинче ăна пĕрремĕш класа каякан Г.Измайловапа кăçал аттестат илекен В.Герасимов янăраттарчĕç.

 

КИВĔ ЧУКАЛ. Пĕлÿ кунĕ – пуриншĕн те уяв. Кашни ачан сăн-питĕнче – савăнăç, аллисенче – чечек çыххисем.

Уяв линейкине шкул директорĕн шкул тулашĕ-нчи ĕçсемпе ĕçлекен çумĕ С.Савельева уçрĕ. Унтан Т.Бибукова директор сăмах илчĕ, пурне те Пĕлÿ кунĕ- пе ăшшăн саламларĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Чамеев та, район администрацийĕн вĕренÿ тата çамрăксен политики пайĕн методисчĕ С.Юнусова та вĕренекенсене тарăн пĕлÿ илме, вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçлеме ырă сунчĕç.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕсем те килнĕ уява. М.Жамкова хăйĕн сăввине хумханмалла вуласа пачĕ. Н.Малееван сăмахĕсем те чун-чĕререн тухрĕç.

Пĕрремĕш класа каякан Д.Заказова тата тăххăрмĕш класри М.Кириллов пĕрремĕш шăнкăрав пачĕç. Çакă çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнине пĕлтерчĕ.

 

ВАСАН. Уяв линейкинче – çĕре яхăн ача. Тăххăрăшĕ вара кăçал пуçласа партăсем хушшине ларать.

– Сентябрĕн 1-мĕшĕ-шĕн кану кунĕ çук, – терĕ шÿтлерех шкул директорĕ А.Захаров Пĕлÿ кунне палăртма пухăннисене уяв ячĕпе саламласа ырă суннă май. – Малашне çанă тавăрса вĕренĕпĕр, ĕçлĕпĕр.

Халăха социаллă пулăшу паракан пай ертÿçи Н.Ендиеров та – сăмах май вăл хăй те çак шкултах пĕлÿ илнĕ – çакăнпа килĕшрĕ. Шкулта ĕçлекенсен ятĕнчен вара Г.Полякова аслă вожатăй салам сăмахĕсене каларĕ. Вăл та ачасене тарăн пĕлÿ илме, вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçлеме ырă сунчĕ.

Пĕрремĕш хут шкула килнĕ хĕр ачасемпе арçын ачасем – чечексемех тейĕн. Тен, вĕсенче хăвăртрах ÿсес, аслисемпе танлашас туйăм та пурччĕ пулĕ. Вĕсем кăçал шкул пĕтерекенсене ăмсанчĕç те-и, тен. Аслисем вара вĕсене чăннипех пысăк парне кÿчĕç – хаваслă концертпа савăнтарчĕç.

Шăнкăравăн кĕмĕл сасси – уявăн тĕп символĕ. Пĕрремĕш класри Д.Якушовпа тăххăрмĕшĕнчи Ю.Поляковăн аллисенче вăл кăçал нихăçанхинчен те хытăрах янăрарĕ: ачасемшĕн шкул алăкĕ уçă.

 

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ. Çак кун шкула пурĕ 173 ача килчĕ. Ку шутран 15-шĕ – пĕрремĕшсем (учителĕ С.Столярова), 14-шĕ – хатĕ-рленÿ класĕнче вĕренме пуçлакансем (учителĕ А.Савельева).

Ачасене, учительсене, савăнăçлă уява килнĕ мĕн пур çынна Пĕлÿ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă хыççăн шкул директорĕ Ю.Ермолаев иртнĕ вĕренÿ çулне «4» тата «5» паллăсемпе пĕтернĕ яшсемпе хĕрсене, районти çамрăк армеецсен вăййисенче 2-мĕш вырăна тухнă «Зарница» команда членĕсене Грамотăсемпе наградăларĕ. Р.Андреева завуч вара федерацири тата регионти дистанцилле олимпиадăсенче палăрнă ачасене Грамотăсем пачĕ.

Кăçал июнь пуçламăшĕ-нче Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн никĕсĕ çинче çамрăк армеецсен районти çар вăййисем иртрĕç. Ăна тивĕçлĕ шайра йĕркелес тесе шкул дирекцийĕ тата педагогсем нумай тăрăшнă. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Никифоров шкула Грамота парса хисеплерĕ, район администрацийĕн ятĕнчен пурне те Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ.

Владимир Николаевич çумне хутшăнса, учительсене, вĕренекенсене, ашшĕсемпе амăшĕ-сене С.Столяровăпа И.Солдатова учительницăсем, ашшĕ-амăшĕн ятĕнчен Г.Тенишева та чунтан тухакан салам сăмахĕсем каларĕç.

Пĕрремĕшсемпе пил- лĕкмĕшсене шкул директорĕ Ю.Ермолаев символикăллă класс уççисем парсан, çак классем пурне те творчество программипе савăнтарчĕç. Вун пĕрмĕшсем пĕрремĕшсене шкулта вĕренмелли хатĕ-рсем парнелерĕç.

Юлашкинчен, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнине палăртса, 11 класри А.Купташкинапа П.Столяров тата 1 класри О.Старшова пĕрремĕш шăнкăрав парса çаврăнчĕç.

 

ВИÇПŸРТ ШĂМĂРШĂ. Кунти пуçламăш шкул-ача сачĕн çуртĕнче кăçал çу кунĕсенче курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ. Савăнăçлă уява килнисем вĕренÿ учрежденийĕнчи сăрласа илемлетнĕ классене, коридорсене, столовăя кăмăллăн пăхса çаврăнчĕç. Учреждение тулашĕнчен те илем кÿнĕ: никĕс цокольне, чÿречесене сăрланă, йĕри-таврашра – чечексен хитре клумбисем. Çавăн пекех тимĕр картана та сăрласа тухнă.

Сăрăсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе Александр Савельев меценат, «Карлинская» агрофирма директорĕ Владимир Абсалямов тата Пуянкассинчи Владимир Краснов сисĕмлĕ пулăшу панă. Сăрлас тĕлĕшпе пуçламăш шкул-ача сачĕн коллективĕ нумай вăй хунă. Ачасен ашшĕсемпе амăшĕ-сем: Ф.Малов, Э.Семенов, Н.Малова, Л.Егорова та пулăшма çÿренĕ.

Классенче – хитре чÿ- рече каррисем. Электричество вăйĕпе шыв ăшăтакан пысăк савăтсем те пур шкулта. Пур çĕрте те – чуна ăшăтакан хăтлăх. Çак кун учреждение кĕрсе тухнă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев та юсав ĕçĕсемпе кăмăллă юлчĕ.

Линейкăна 1-4 классенчи 16 ача тăчĕ, вĕсенчен 3-шĕ – пуçласа 1-мĕш класа килнисем. Ача сачĕн воспитанникĕсем те – вĕсем 25-ĕн – линейкăра пулчĕç.

Савăнăçлă мероприятие уçса, пуçламăш шкул-ача сачĕн директорĕ Л.Краснова пурне те Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ, учреждение илем кÿме пулăшнă спонсорсене тата ашшĕпе амăшĕсене ятран асăнса ăшшăн тав турĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ В.Кузьмина, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Л.Падиаров, ашшĕ-амăшĕ ятĕнчен Н.Малова та уява килнисене салам сăмахĕсем каларĕç, педагогсене ăнăçлă ĕçлеме, ачасене лайăх вĕренме сунчĕç.

4-мĕш класри Е.Семенова тата 1-мĕш класри А.Муллин шăнкăрав парсан ачасем пĕрремĕш урока васкарĕç.

(Пирĕн корр.)

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика