Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесене – çĕр лаптăкĕсем

03 августа 2013 г.

Чăваш Республикин саккунĕ- пе килĕшÿллĕн нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ-сем уйăрса парасси 2011 çулта пуçланнă. Унтанпа республикăра пурĕ 119 гектар çĕре 1005 çемьене уйăрса панă.

Пирĕн районта та çак ĕçе ăнăçлă пурнăçласа пыраççĕ. Паянхи куна нумай ачаллă 62 çемьене 9,46 га çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен 1 çемье Пăчăрлă Пашьелĕнчи, 4 çемье Васан, 14-шĕ Карапай Шăмăршă, 43-шĕ Шăмăршă ял тăрăхĕсенчен. Ку, паллах, вĕсемшĕн пысăк пулăшу. 3 çемье çурт-йĕр çавăрма е дача тума (4445 м2), 59-шĕ хушма хуçалăха аталантарма (90159 м2) илнĕ. Тĕс- лĕхрен, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче 14 çемьерен 4-шĕ панă çĕрпе усă курса çĕр улми лартнă, 10 çемье утă акса ÿстернĕ.

Нумай ачаллă çемьесен хушшинче нумай выльăх-чĕрлĕх усракансем те пур. Карапай Шăмăршăра пурăнакан Андрей Михайловичпа Алина Анатольевна Алексеевсем виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Хуçалăхра 2 ĕнепе 2 пăру, пушмак пăру, Романовский тата Дагестанский ăратлă сурăхсем те пур вĕсен. Чăххи-чĕппи, хур-кăвакалĕ те пĕр картиш тулли.

«Кил-хуçалăхра ĕç нумай, ĕçлемесен ахаль нимĕн те пулмасть. Ялта пурăнса выльăх-чĕрлĕх те усрамасан, пахча-çимĕç те ÿстермесен мĕн ĕçлемелле; Пире атте-анне ĕçлеме вĕрентсе ÿстернĕ. Хамăрăн ачасене те ĕçе юратма, тăван çĕре хисеплеме вĕрентсе ÿстерес килет. Çавăнпа та ывăлсене пĕчĕкренех пĕрле ĕçлеме хăнăхтаратпăр», – тет Алина Алексеева. Чăннипех те маттур та пултаруллă вĕсем. Ял тăрăхне хăнасем курма килсен вĕсен хуçалăхĕ яланах тĕслĕх вырăнĕнче.

Нумай ачаллă, пултаруллă та ĕçчен çемьесем пирĕн районта чăннипех те сахал мар. Пурте вĕсем мал ĕмĕтпе, ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе аслă çул çине тăратас шухăшпа пурăнаççĕ.

Хăш-пĕр çемьесем вара уйăрса паракан çĕре ачисем валли çурт-йĕр çавăрма илеççĕ. Вĕсенчен пĕри Пăчăрлă Пашьелĕ-нче пурăнакан Владимир Зиноновичпа Татьяна Владимировна Даниловсем.

Çакăн пек маттур çынсем пирĕн районта пурришĕн эпир савăнатпăр, вĕсене малашне те ăнăçу сунатпăр. Нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси вара малалла та тăсăлĕ.

А.МУРЗАКОВА,

район администрацийĕн экономика пайĕн специалисчĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика