17 июля 2013 г.
Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ăс пухакан Алина Петькова кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать. Ăна вăл вĕренÿри, спортри, общество ĕçĕсенчи хастарлăхшăн илме тивĕçнĕ.
Алина 10 класс пĕтерсе 11-мĕ- шне куçнă. Тăрăшуллă та пултаруллă хĕр вĕренÿре лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Кĕçĕнрех классенче Алина староста пулнă. Халĕ массăллă культура ĕçĕшĕн яваплă. Вăл хăйне шанса панă ĕçе чун-чĕререн парăнса пурнăçлать, ыттисенчен те çавнах ыйтать. Унра артист туртăмĕ пулнăран, ăна класри, шкулти мероприятисенче ертÿçĕ тăваççĕ. Çак роле вăл çăмăллăнах парăнтарать, ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе куракансене тĕлĕнтерет, савăнтарать.
Вĕренÿре малта пыракан хĕр предмет олимпиадисене, ăслăлăх конференцийĕсене, конкурссене хастар хутшăнать. Вĕсенче çĕнсе илнĕ наградăсене асăнса та пĕтереймĕн, питĕ нумай унăн вĕсем.
Стипендиатка спортпа та туслă, вăл сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Ăмăртусенче пысăк çитĕнÿ-сем тăвать, çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет. Пĕрре мар районти тата республикăри çамрăк армеецсен «Зарница», «Орленок» вăййисене хутшăннă вăл, Дипломсемпе Грамотăсене тивĕçнĕ.
Алина – шанчăклă юлташ. Вăл нихăçан та йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынна пулăшмасăр пăрăнса иртмест. Унри ырă кăмăлпа çепĕçлĕх ăна çакна тума хистеççĕ. Пĕрле вĕренекенсене те вăл усăллă канаш-сĕнÿпе хавхалантарать.
А.МИХАЙЛОВ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"