17 июля 2013 г.
Тăлăх ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес тесе çĕр-шывра çине тăрсах ĕçлеççĕ. Республикăра, çав шутра пирĕн районта та, тăлăхсене хваттерпе тивĕçтерес тĕлĕшпе çĕнĕ çуртсем çĕклеççĕ. Районта ку тĕлĕшпе Палтиелĕнче, Шăмăршăра çĕнĕ çуртсем купаласа хăпартрĕç. Кĕçех çак ĕç Карапай Шăмăршăра та вĕçленмелле. Кунта икĕ хваттерлĕ çурта кĕр кунĕсем çитиччен тăлăхсем пурăнма куçĕç. Н.Лукьянов ертсе пыракан бригада ир пуçласа каçчен строительство ĕçĕсене пурнăçлать, çурта палăртнă вăхăтра туса пĕтерессишĕн ырми-канми тăрăшать. Хальхи вăхăтра шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ, урамри ĕçсене вĕçленĕ.
Çурта çĕклесе хута яма пурĕ 1 млн та 472 пин те 450 тенкĕ укçа куçарнă. Çĕнĕ çурт çĕкленни – ял илемĕ. Хăтлă, пурнăç условисене пур енчен те тивĕçтерекен çуртра пурăнма пуçлакансем тăван тăрăхра юлса ырă ĕçсем тăвасса шанас килет. Хальлĕхе çак хваттерсен пулас хуçисем – студентсем. Алла диплом илсен, ĕçе вырнаçсан, çемье çавăрсан вĕсенчен телейлĕрех çынсем те пулмĕç. Çаплах пултăрччĕ те, вĕсенчен телей кайăкĕ урăх нихăçан та вĕçсе ан тартăр.
В.ДЕНИСОВ,
Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"