Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кала, вăйçă, купăсна

04 июля 2013 г.

Карапай Шăмăршăри «Шăнкăрав» фольклор коллективне районти тĕрлĕ мероприятисенче тăтăшах курма пулать. Чăваш туйĕн, Çĕнĕ пÿрте кĕнин, Сурхури, Çăварни е ытти чăваш уявĕсен сыпăкĕ-сене кăтартать-и вăл, юрă-ташă, сăвă-такмак композицийĕпе паллаштарать-и – куракансем пултаруллă ушкăнăн программине яланах хапăл туса йышăнаççĕ.

Çак коллектива малтан чылай çул культура çурчĕн директорĕ пулса ĕçленĕ З.Падюкова ăнăçлă ертсе пынă. Хальхи вăхăтра «Шăнкăравăн» ертÿçинче ялти культурăпа кану центрĕн директорĕ Г.Петькова тăрăшать.

Илемлĕ пултарулăх ушкăнĕн юрлас-ташлас ăсталăхĕ тата репертуар пуянлăхĕ аккомпаниатортан та нумай килет. Купăсçă тивĕçне фольклор коллективĕ йĕркеленнĕ-ренпех В.Иванов пурнăçлать. Вăл – ăста купăсçă. Çитмĕлте пыракан вăйçă хăйĕн купăсне тăсса ярсанах чунра чи ачаш та çепĕç туйăмсем вăранаççĕ, чĕрере хавхалану хĕлĕхĕсем карăнаççĕ. Кун пек чухне юрламасăр-ташламасăр чăтса тăма пулать-и вара; Купăсçă пуçне сĕлтсе илсенех залра чуна тыткăнлакан илемлĕ юрă шăранма пуçланать, вăл кăмăла çĕклекен ташăпа ылмашăнать. Хĕрарăмсем такмакласа ташлама, шурă акăшсем евĕр ухăнса çаврăнма пуçласан вара залра ларакансен урисем хăйсем тĕллĕнех хускала-хускала илеççĕ. «Эх, маттур та хĕрарăмсем, – пĕр-пĕринпе калаçаççĕ концерта килнисем. – Вăйçи вара купăс каламах çуралнă...» Çак сăмахсене «Шăнкăрав» сцена çине тухсан тăтăшах илтме пулать.

Чăнах та, Çĕнĕ Тăрăнти Владимир Иванов (сăн ÿкерчĕкре – купăспа ларать) çак тĕнчене купăс каламах килнĕ пулĕ. Виççĕре чухне ашшĕсĕр, саккăрта амăшĕсĕр тăрса юлнăскер, нумай ачаллă çемьери кĕçĕн ывăл Симун тетĕшĕн «Шуйский» купăсне час-часах алла илнĕ. Çепĕç сасăсем Вовăна асамлăх тĕнчине куçарнă. 6 çул аслăрах тетĕшĕ – вăл ялти ăста купăсçă пулнă – куншăн шăллĕне ятламан. Вова хăй тĕллĕнех ансат юрă-ташă кĕввисене калама хăнăхнă. Иккĕмĕш класра вĕреннĕ чухне вăл каçхине хăйсен урамĕ-нче хĕрсемпе каччăсене ташлаттарнă. Кăштах ÿсерехпе вара ялти туй, çĕнĕ хăтара та Симун тетĕшĕпе ылмашăнса купăс каланă. Куншăн кил хуçисем пĕчĕк купăсçăна тутлă кучченеç парса янă. Шкулти тĕрлĕ мероприятисенче те, 8 класс пĕтеричченех, хăйĕн купăсĕпе савăнтарнă.

1963-1966 çулсенче Казахстанра Байконурта службăра тăнă чухне те – унта В.Иванов водитель пулнă – Хĕрлĕ кĕтесри купăса тусанланма паман. Салтакран таврăнсан тăван колхозра водитель биографине малалла тăснă вăхăтра вăл тăтăшах клуба çÿ- ренĕ, концертсенче аккомпаниатор пулнă.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та Владимир Алексеевич ялти культура пурнăçне хастар хутшăнать. Темиçе çул каялла мăшăрĕпе, Галина Андреевнăпа, Саша ывăлĕпе, Светлана кинĕпе, çемье ансамблĕ те йĕркеленĕччĕ.

Республика уявĕнче «Шăнкăрав» фольклор коллективне Çăварни юрри-ташшин композицине кăтартма сĕннĕ. Карапай Шăмăршăсем хăйсен пултарулăхĕпе пĕтĕм чăваша тĕлĕнтернĕ, савăнтарнă. Яланхи пекех, аккомпаниатор тивĕçне Владимир Алексеевич пурнăçланă.

И.МЕДВЕДЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика