Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă парне – баян

01 июня 2013 г.

 

 

Майăн 28-мĕшĕнче Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта хатĕ-рленÿ класĕ пĕрремĕш класа куçнă ятпа савăнăçлă утренник иртрĕ.

Кĕске сăмах каласа ăна шкул директорĕ Ю.Ермолаев уçрĕ. Юрий Федорович пĕчĕккисене хатĕрленÿ класĕн программине вĕçленĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, малашнехи вĕренÿре ăнăçу сунчĕ.

Çак класра пурĕ 14 ача – 8 хĕр ачапа 6 арçын ача – пĕлÿ пухнă. Вĕсене опытлă учительница – С.Столярова вĕрентнĕ. Светлана Михайловна – пысăк стажлă педагог.

Çак мероприятие хамăр ялăн сумлă çынни – Шупашкарта пурăнакан запасри подполковник А.Чернов килни (вăл артиллери аслă çар училищине пĕтернĕ хыççăн чĕрĕк ĕмĕр ытла çар службинче тăнă) ача-пăча утренникĕн пĕлтерĕшне ÿстерчĕ, илемлетрĕ. Анатолий Михайлович – Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕн çумĕн П.Семеновăн обществăлла майпа пулăшса пыраканĕ. Запасри аслă офицер хальхинче те Павел Владимирович парса янă сумлă парнесем илсе килчĕ. А.Чернов пĕчĕккисене – пĕрремĕш класа куçнă арçын ачасемпе хĕр ачасене вĕренÿ хатĕрĕсен пысăк комплектне, ялти культурăпа кану центрне баян парнелерĕ (культура учрежденийĕнче йĕркеллĕ баян çукчĕ).

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Денисов тата шкул директорĕ Ю.Ермолаев сумлă парнесемшĕн П.Семенова тата А.Чернова чĕререн тав турĕç.

Сăмах май каласан, А.Чернов тата хамăрăн тепĕр ентешĕмĕр Н.Столяров предприниматель шкулти кадетсен класне темиçе çул каялла Раççей историĕпе паллаштаракан хитре иллюстрацисемлĕ кĕнекесен комплектне парнеленĕччĕ.

Н.МЕДВЕДЕВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика