29 мая 2013 г.
Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче çуллахи вăхăтра пушар хăрушлăхĕ хăратнине тĕпе хурса ял çыннисемпе калаçу йĕркеленĕ. Уçă вырăнта, вăрманта е унăн çывăхĕнче кăвайт чĕртме юраманнине асăрхаттарнă. Çак асăрхаттару хресчен (фермер) хуçалăхĕ-сен ертÿçисем патне те пырса тивет. Вĕсен те вут-кăварпа иртĕ-нмелле мар. Уйрăмах вăрман çумĕнче уй-хир ĕçĕсене пурнăçланă чухне тимлĕ пулмалла, ăçта çитнĕ çавăнта сÿнтермен пирус тĕпĕсене пăрахмалла мар, вутпа уççăн усă курассинчен пăрăнмалла.
Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн çĕрĕсемпе вăрман хĕррине сухаласа тухнă. Пушар тухсан çынсене пĕлтермелли сигнализаци, шыв ăçтан илмеллине кăтартакан табличкăсем вырнаçтарнă. Унсăр пуçне çуртсем çывăхĕнче шывсемпе пичĕкесем лартса тухнă.
В.ДЕНИСОВ,
ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.