Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Математика сехечĕ

14 ноября 2012 г.

ТĔЛЛЕВĔ: математика предмечĕпе интереслентересси, тавракурăма çивĕчлетесси.

"Математика" сăмах пирĕн пата ĕлĕкхи грексен чĕлхинчен килнĕ. Куçарăвĕ вĕренесси, ăс пуçтарассине пĕлтерет. Тĕнче курăма аслăлатма, тавра-курăма çивĕчлетме, пурнăçра кашни утăма шутласа утма математика пулăшать.

ХУРАВНЕ ХĂВĂРТ ТУП:

1. Алăсенче 10 пÿрне. Вунă алăра миçе пÿрне;

2. 0,1,2,3,4,5,6,7,8,9 цифрăсен сумми е хутласа пулни пысăкрах;

3. Кондрат Мускавалла утнă, хирĕç 40 ача, кашнин аллинче карçинка, кашни карçинккара 4 кушак çури. Мускава миçе ача тата миçе кушак çури утнă;

4. Хурсен ушкăнĕ вĕçнĕ: пĕр хур малта тата иккĕшĕ хыçалта, пĕр хур хыçалта тата иккĕшĕ малта, пĕр хур икĕ хур хушшинче, виçĕ хур умлă хыçлă пĕр ретре. Ушкăнра миçе хур;

5. Хурăн çинче 16 шултра турат, кашни шултра турат çинче 10 вĕтĕ турат, кашни вĕтĕ турат çинче 4 панулми. Пĕтĕмпе миçе панулми;

6. Сĕтелĕн 4 кĕтес. Пĕрне касса илсен миçе кĕтес юлать;

7. Пилĕк çурта çуннă. Пĕрне сÿнтерсен, миçе çурта юлать;

8. Вессин пĕр чашăкĕ çинче пĕр кирпĕч, тепĕр чашăкĕ çине çур кирпĕч тата 1 кг гиря хурсан, чашăкĕсем танлашаççĕ. Кирпĕч мĕн чухлĕ туртать;

9. Йăран çинче 4 çерçи ларнă. Вĕсем патне тата 2 çерçи вĕçсе пынă. Кушак аçи асăрханса пынă та, пĕрне тытнă. Йăран çинче миçе çерçи юлнă.

10. Ашшĕн 6 ывăл. Кашни ывăлĕн пĕр йăмăк. Ашшĕн пурĕ миçе ача;

ШЫВ ЮХТАРНИ:

1. 3 л тата 5 л савăтсемпе усă курса, кранран 4 л шыв юхтарса илмелле.

2. 8 л тата 5 л савăтсемпе усă курса, кранран 7 л шыв юхтарса илмелле.

ЛОГИКА ЗАДАЧИСЕМ:

1) Виçĕ хĕр юлташ тĕл пулнă: Белова, Краснова, Чернова. Пĕри хура кĕпе тăхăннă, тепри – хĕрлĕ, виççĕмĕшĕ – шурă. Шурă кĕпе тăхăннă хĕрача Чернована калать: "Пирĕн виçсĕмĕрĕн те кĕпе тĕсĕсем хушаматсемпе килĕшсе тăмаççĕ, çавăнпа кĕпесене улăштарса тăхăнар мар-и;" Кашни хĕрачан кĕпи мĕн тĕслĕ;

2) Виçĕ юлташ: Коля, Олег тата Петя урамра мечĕкпе вылянă. Пĕри ăнсăртран чÿрече кĕленчине çĕмĕрнĕ. "Эпĕ çĕмĕрмен" - тенĕ Коля. "Ăна Петя çĕмĕрчĕ", - тенĕ Олег. Каярахпа пĕр ача калани тĕрĕс, теприн йăнăш хурав пулни палăрнă. Чÿречене кам çĕмĕрнĕ-ши вара;

ПĔЛЕТĔР-И ЭСИР;

1) Миллион пысăк число пулсан та, миллиардпа танлаштарсан – карлик.

2) Вунă çулхи ача (суткара 6-шар сехет шутласан) пĕрререн пуçласа миллиарда çитиччен шутласа пĕтернĕ çĕре çĕр çулхи ват çын пулса ларать.

3) 1 миллиард минут – 19 ĕмĕр.

4) 1 миллиард çеккунд – 32 çул.

5) Пĕр сентре çинче 1 миллиард кĕнеке тăратса хурсан, сентре 100 км тăршшĕ пулать, пĕрремĕш кĕнекерен юлашки кĕнеке патне электричкăпа çитес тесен 1 сехет те 30 минут кирлĕ.

ШŸТ:

Пĕр çулталăк хушшинче ачана шкулта вĕренме вăхăт питĕ сахал юлнине ăнлантарса пама йывăрах мар.

Çулталăкра 365 кун. Вĕсенчен 52 кунĕ – вырсарни кун, ун чух шкула çÿремеççĕ, 10-шĕ ытти канмалли кунсем (праçник кунĕсем). 62 кун тухса та ÿкрĕ. Хĕллехи тата çуллахи каникулсем 100 кунтан кая мар. 162 кун пулчĕ те. Çĕрле шкула çÿремеççĕ, çавăнпа та çĕрсем çулталăкăн çурри пулнине шута илетпĕр (365:2 ç 182,5) тата 183 кун тухса ÿкет. 20 кун тăрса юлчĕ. Шкулта уроксем кунĕпе пымаççĕ, ултă урок суткан пĕрре тăваттăмĕш пайĕ. Тата 15 кун тухса ÿкет. 5 кун тăрса юлать! 5 кун хушшинче мĕнех вĕренсе ĕлкĕрĕн;

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика