Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинче тимлĕ пулар

10 ноября 2012 г.

ÇУЛ ÇИНЧИ аварисен шутне чакарас тĕлĕшпе Чăваш Енре октябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн пĕрремĕшĕччен çуран çÿрекенсене хăрушлăх пирки асăрхаттарса социаллă кампани пырать. Шăпах палăртман вырăнсенче çул урлă каçнă чухне çынсем хăйсене хăрушлăха кĕртсе ÿкереççĕ, аварисем пулнин пысăк сăлтавĕ те çуран çÿрекенсен тимсĕрлĕхĕпе çыхăннă.

Районти çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсемпе пĕрле "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçул çине тухса машинăсене чарса водительсене чĕнÿ çырăвĕсем тыттарнă. Унта çапларах çырнă: "Эпир, ачасем, час-часах хамăр тимлĕхе çухататпăр. Эсир те, хаклă водительсем, руль умĕнче ларса пынă чухне юлташăрпа е телефонпа калаçнă май çул çинчи пулăмсене асăрхамастăр. Ку вара пысăк инкек патне илсе çитерет. Çав вăхăтра çул çинче пысăк хăрушлăх сиксе тухма пултарать, çынна таптама е çапса хăварма пулать. Вăл вара манăн анне е атте, асанне е асатте пулĕ. Вĕсене эсĕ ман валли упра, мана тăлăха ан хăвар! Енчен те эсĕ те, эпир те çул çинче тимлĕ пулсан, аварисен шучĕ те чакĕ. Телейлĕ çул пултăр сана, водитель!"

Паллах çул çинче пирĕн кашнийĕнех тимлĕ пулмалла. Çакăн пирки ачасене ашшĕ-амăшĕн те, вĕрентекенсен те, çитĕннисен те аса илтерсех тăмалла.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика