Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынна ĕç илем кÿрет

20 октября 2012 г.

ОКТЯБРĔН 22-мĕшĕнче шкулта ĕçлекен библиотекарьсен кунĕ. Çак кун çĕр-шыври 50 пин ытла библиотекарь хăйĕн професси уявне паллă тăвать.

Библиотекарь тесен куç умне ĕçчен те сăпайлă, ырă кăмăллă хĕрарăм тухса тăрать. Пысăках мар ĕç пÿлĕмĕнче – туллиех кĕнеке: илемлĕ литература, учебниксем, словарьсемпе энциклопедисем. Çÿлĕксем çинче – халăх ăс-хакăлĕ, пурнăçĕ, йăхран-йăха куçса пыракан ырă йăла-йĕрке...

Библиотекарь кашни ирех шкула ачасем патне васкать. Учитель пекех вĕсене кĕнекене юратма, ăна упрама вĕрентет. Вăл ачан тавра курăмне кăна мар, культура шайне те ÿстерме пулăшать. Çавăнпах пуль В.Путин 2011 çулхи майăн 31-мĕшĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри педагогсен пухăвĕнче шкулта ĕçлекен библиотекарьсен статусне ÿстерес пирки каланă, вĕсен должноçне "педагог-библиотекарь" тесе улăштарма сĕннĕ.

... Асăмра нумай çул хушши хăйсен ĕçне юратса, чунтан тăрăшса пурнăçласа пынă библиотекарь-ветерансем: А.Г. Кузьмина (Палтиел шкулĕ), К.А.Кудряшова (Пăчăрлă Пашьел шкулĕ), А.А.Воронцова (Васан), В.В.Филиппова (Вырăс Чукал), Л.Н.Симукова (Карапай Шăмăршă).

Людмила Николаевна Симукова çинче вара уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Вăл паян, 40 çул шкулта ĕçленĕ хыççăн, тивĕçлĕ канура. Районти шкул библиотекарĕсемпе тĕл пулсан, чăн малтан ăна аса илетпĕр.

Хăйĕн ĕç тивĕçĕсене çирĕп ас туса тăрса, тĕплĕн, пысăк яваплăхпа, кăмăлтан ĕçлесе пыратчĕ Л.Симукова. Пурте çителĕклĕччĕ унăн библиотекинче яланах: учебниксем те, вĕренÿ хатĕрĕсем те. Документацине вăхăтра, туллин туса пыратчĕ. Йĕркелĕх, тирпейлĕх хуçаланатчĕ унта. Кашни чÿрече сакки çинче хĕлĕн-çăвĕн тĕрлĕ тĕслĕ герань çеçке çурса куçа илĕртсе ларатчĕ. Ун аллине кĕнĕ пĕр кĕнеке те çухалман. Шкул ачисене кĕнекепе тирпейлĕ усă курма епле вĕрентме пултарнинчен те тĕлĕнетĕп. 4-5 çул усă курнă учебниксем вĕр-çĕнĕ пекехчĕ – ниçта хуçлатнине те, çĕтни-вараланине те тупаймастăн. Кивелме пуçланă кĕнекесене "Кĕнеке больници" кружока çÿрекенсем юсасах тăратчĕç (кружокне, паллах, хăй ертсе пынă).

Николай Ларионов, "Хыпар" хаçатăн корреспонденчĕ, иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнче Карапай Шăмăршă шкулĕн библиотекинче пулса курнăскер, питĕ тĕлĕннĕччĕ:

– Библиотека питĕ килĕшрĕ. Хулари шкулсенчен пĕртте кая мар. Пуянлăхĕпе те, тирпей-илемĕпе те. Тăхтав вăхăтĕнче библиотекăна ача-пăча йышлăн çÿресен те, кĕнекесем пурте хăйсен вырăнĕнче. Библиотекарь хăйĕн ĕçне лайăх пĕлни сисĕнет: фондра миçе кĕнеке упраннине, хăш çул мĕн чухлĕ илемлĕ литература кĕнекисем килнине, мĕнле предметпа миçешер учебник туянмаллине веçех асра тытса тăрать.

Чăннипех те пысăк опытлă, хастар, ĕçчен библиотекарь пулнă Людмила Николаевна. Вăл кĕнеке упракан çеç мар, çĕнĕ йышши компьютерла технологийĕсемпе ĕçлекен библиотекарь та пулнă. Библиотекăн вулав залĕнче 4 компьютер вырнаçтарнăччĕ. Çавăнпа библиотека ачасенчен те, учительсенчен те татăк тăман. Пуриншĕн те юратнă вырăн пулнă. Уроксем хыççăн аслă класра вĕренекенсем унта информацишĕн кăна мар, хăйсен чĕре вăрттăнлăхĕсем çинчен калаçма та васканă, библиотекарьпе тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе явма юратнă.

Л. Симукован ĕç опычĕ – çамрăксемшĕн паха тĕслĕх. Ахальтен мар тĕрлĕрен Хисеп грамотисем илме тивĕç пулнă вăл. Районти "Чи лайăх шкул библиотеки" конкурсра призер та пулнă.

Людмила Николаевна хăйне шкул ачисем аслă юлташ, вĕрентекен вырăнне хурса хисепленишĕн савăнать.

– Кĕнеке – чун уççи, ăс-тăн пуянлăхĕ, – тет вăл. – Тĕлĕкре те ялан эпĕ библиотекăра, кĕнекесем хушшинче. Паянхи электронлă пурнăçра та ачасем кĕнекепе яланах туслă пулччăр тесе тăрăшмалла пурин те.

Професси уявĕ ячĕпе мĕн пур ĕçлекенсене те, тивĕçлĕ канури библиотекарьсене те ăшшăн саламлатăп.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика