Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Александрăна – стипендии

03 октября 2012 г.

Кашни çулах, 1999 çултанпа пуçласа, Чăваш Республикин Президенчĕн 1999 çулхи августăн 23-мĕшĕнче тухнă "Чăваш Республикин Президенчĕн ят стипендийĕсене парасси" çинчен калакан Указĕпе килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ тата хушма пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсене 400 тенкĕ стипенди тÿлеççĕ. Кăçал ăна республикăри 25 вĕренекен илме тивĕçнĕ. Вĕсем хушшинче Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7 класра вĕренекен Александра Измайлова та пур. Вăл стипендие пĕр çулталăк хушши илсе тăрĕ.

Александра вĕренÿре "5" паллăпа кăна ĕлкĕрсе пырать. Хăйне вăл яланах лайăх енчен кăтартать, ытти ачасемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Обществăлла ĕçсене те вăл тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, тус-юлташне пулăшма тăрăшать. Шкулта пултаруллă та пуçаруллă А.Измайлова хутшăнмасăр пĕр мероприяти те иртмест. Хĕр ача акăлчан чĕлхине кăмăллать, ăна тарăннăн вĕренет. Юрра-ташша ăстаскер, вăл Шăмăршăри ачасен искусство шкулĕнчи ташă тата Патăрьелти фортепьянăпа вокал класĕсене çÿрет.

Шкулта, районта, республикăра иртекен конкурссенче, мероприятисенче, олимпиадăсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче вăл час-часах призерсен шутне кĕрет. Унăн халех грамотăсемпе тав çырăвĕсем питĕ нумай, малашне вĕсем татах та хутшăнса пырĕç.

Пур енлĕн аталанать Александра. Сывлăхне çирĕплетесси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Çакна вара пурнăçлама физкультурăпа спорта юратни кирлĕ. Сывă çын кăна пурнăçра çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем тума пултарнине питĕ аван ăнланать вăл. Çакăн пирки вăл ыттисене те асăрхаттарсах тăрать.

Килте ашшĕ-амăшне пулăшма та вăхăт тупать. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿсет. Тус-юлташĕпе те тĕл пулса калаçать, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă çĕре хутшăнать.

Александра Измайлова шкул мухтавĕ те чапĕ. Унпа вĕренекенсем мухтанаççĕ, унăн пултарулăхĕпе пуçарулăхне ырлаççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика