Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирте кĕтсе илнĕ Çĕнтерÿ кунĕ

22 августа 2012 г.

КАРАПАЙ Шăмăршăри Е.Амосова çак кунсенче 90 çул тултарчĕ. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче Елена Андреевна хура-шурра сахал мар курнă.

Еля улттăрах сĕм-тăлăха юлнă: амăшĕ чирлесе вилнĕ, ашшĕ пĕчĕк ачасене пăрахса хăварса тепĕр арăмпа тухса кайнă. Хĕр ачана тетĕшĕпе аппăшĕсем пăхса çитĕнтернĕ.

Аслă Аттелĕх вăрçин вучĕ алхасма пуçланă вăхăтра Елена вун тăххăрти вăй питти хĕр пулнă. Вăл тантăшĕсемпе пĕрле Киров ячĕллĕ колхозра ырми-канми ĕçлесе Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă. Вĕсем утă çулса пуçтарнă, çурлапа тырă вырнă, ăна йĕтемре тăпачăпа çапса тĕшĕленĕ. Нимле ĕçрен те пăрăнман: çуркунне лаша е вăкăр кÿлсе çĕр сухаланă, хĕлле вăрман каснă-турттарнă.

– Вăрçă вăхăтĕнчи асра юлнă чи йывăр тапхăр хăшĕ пулнă; – кăсăкланса ыйтрăм эпĕ ĕçпе тыл ветеранĕнчен.

– 1941-1942 çулсенчи шартлама сивĕ хĕл кунĕсенче Улатăр районĕнче окоп-траншея чавнă вăхăт уйрăмах асра юлнă, – хуравларĕ Елена Андреевна. – Çав хĕл питĕ сивĕ килчĕ. Хĕрĕх градус сивве чăтаймасăр йывăç хупписем шартлатса çурăлатчĕç. Эпир вара шăннă çĕре лум-кирккапа хиреттĕмĕр, тăпрана çÿлелле кĕреçепе ывăтаттăмăр. Ир пуçласа сĕм-çĕрлечченех выçăллă-тутăллă ĕçленĕ. Пур йывăрлăха та чăтнă, никам та нăйкăшман. Хамăр оборона çирĕплĕхĕшĕн ĕçленине лайăх ăнланнă эпир.

1945 çулхи майăн 9-мĕшне – хĕвеллĕ Аслă Çĕнтерÿ кунне колхозниксем уй-хирте, ака-суха ĕçĕнче кĕтсе илнĕ.

Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче Е.Амосова колхоз ферминче ĕçленĕ. Вăр-вар та хастарскер, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те лайăх ĕçленĕ, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнă. Вăл районта кăна мар, республикăра та малтисен ретĕнче пынă. 1952 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Елена Андреевнăна "Республикăри чи лайăх пăру пăхакан" хисеплĕ ят парса чысланă. Ăна Чăваш АССР Министрсен Совечĕн тата КПСС обкомĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Каярахпа вăл доярка ĕçне куçнă. Çак ĕçре хастарлăх кăтартса "Республикăри чи лайăх доярка" ята тивĕçнĕ. Ăна каллех çÿлерех асăннă сумлă награда парса хисепленĕ.

Кун хыççăн Е.Амосова Карапай Шăмăршăри вăрман пунктĕнче тата пекарньăра тăрăшнă. Пархатарлă ĕçшĕн, тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Елена Андреевнăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă. Ăçта ĕçлесен те вăл лайăхпа кăна палăрнă.

Е.Амосова пĕр ывăл ÿстерсе çитĕнтернĕ. Икĕ мăнук ăна савăнăç кÿрсе тăрать, чир-чĕре çĕнтерсе пурăнма пулăшать.

90 çул тултарнă ятпа Елена Андреевнăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Денисов ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç, парнепе чысларĕç, Раççей Федерацийĕн Призединчĕн В.Путинăн Тав çырăвне пачĕç. Ялти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ сумлă ветерана çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕ. Килне килсех пысăк чыс тунăшăн Еля аппа пурне те ăшă сăмахсемпе тав турĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика