Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăнлăха кÿнĕ ĕмĕт

25 июля 2012 г.

Карапай Шăмăршăри Анатолийпе Лариса Петьковсем виçĕ ача ÿстереççĕ. Асли, Антон, нумаях пулмасть ялти вăтам шкултан вĕренсе тухса лайăх паллăсемлĕ аттестат илнĕ. Вăл Шупашкарти кооператив институтĕнче малалла вĕренме хатĕрленет. Юлиан шкулта 2 класс пĕтернĕ. Кĕçĕнни, Ульяна, икĕ çул çурăра кăна-ха.

"Елочка" профилакторире ĕçленĕ вăхăтра Петьковсене çак учрежденин хваттерĕпе тивĕçтернĕ пулнă. Анчах та çемье ÿссе пынă май, пĕлтĕр вĕсем Карапай Шăмăршăри Калинин урамĕнче хăйсен çуртне тума шутланă.

– Виççĕмĕш пепке çуралсан ача амăшĕн капиталне эпир çĕнĕ пÿрт тума усă курма шутларăмăр, – каласа парать Лариса Валерьяновна. – 2010 çулта хамăр ялтах кивĕрех пÿртпе пĕрле çĕр участокĕ туянтăмăр. Çак капитал шучĕпех цемент, силикат кирпĕч, пÿрт тăрри витме çутă профнастил илтĕмĕр.

2011 çулхи май уйăхĕнче Петьковсем пулас пысăк çуртăн никĕсне янă. Çу кунĕсенче никĕс çине пура мăкласа хăпартнă.

Çав тапхăртах Петьковсене ялăн социаллă аталанăвĕн программи тăрăх патшалăх уйăракан субсидине пани строительство ĕçне малалла тăсма май панă. Ку укçапа нумай ачаллă çемье шлакоблок, пÿрте тулашĕнчен илемлетме профнастил туяннă, вăрмантан ĕçе кĕртмелли йывăç кăларнă. Çак материалсемпе усă курса Петьковсем пура çумне шлакоблокран икĕ хутлă хушма çурт купаласа хăпартнă. Аялти хутра котельнăй, ваннăй пÿлĕм, путвал, çÿлти хутра кухня, çывăрмалли пÿлĕмсем пулĕç.

Урай-мачча сарма та, пÿрт тăррине витме те, чÿрече (пластикран)-алăк вырнаçтарма та платниксем тытман. Кил хуçи, Анатолий, – ăста платник-столяр, каменщик. Ашшĕпе аслă ывăлĕ çак ĕçсене тирпейлĕ тунă. Пурана тулашĕнчен хăмасемпе çапнă, кайран ăна профнастил илем кÿрĕ. Малти пÿртре хăтлă зал пулĕ.

Паллă ĕнтĕ, çĕнĕ пÿрт тума укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Петьковсем банкран ссуда илсе пÿлĕмсене шалтан илемлетмелли гипсокартон, ăшă системине тумалли хатĕрсем, ытти материалсем туяннă.

Çу кунĕсемпе усă курса Петьковсем халĕ малалла ĕçлеççĕ. Çине тăрсан тарласа вăй хурсан, çутă ĕмĕт чăнлăха куçать, çĕнĕ пÿрте пурăнма куçас самант çывхарнăçемĕн çывхарса пырать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика