Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çынна илем кÿрет

11 июля 2012 г.

ЧĂННИПЕХ те ĕçчен халăх пурăнать Карапай Шăмăршă тăрăхĕнче. Вĕсен хастарлăхĕнчен, пуçарулăхĕнчен тĕлĕнмелли кăна юлать. Çамрăксемпе пĕр тан ватăсем те тăрăшса ĕçленине курсан чун-чĕре савăнать. Вĕсем хĕрсемпе каччăсене, çамрăк мăшăрсене ырă канашсем параççĕ, ĕç вăрттăнлăхĕсене палаштараççĕ. Паллах, 70-80 çултан иртнисен вĕрентĕвĕ кашнийĕншĕнех вырăнлă. Вĕсем пурнăç пурăнса курнă, унăн пăрăнăçĕсене те туйнă. Ĕç – çынна илем кÿрет. Çакна тĕпе хурса пурăнаççĕ Карапай Шăмăршăри 85 çулхи Мария Иванова тата 75 çулхи Василий Иванович Купташкинсем. Вĕсем – аппăшĕпе шăллĕ. Çулĕсем нумай пулсан та алă усса лармаççĕ вĕсем. "Кахалланса ларсан, ĕçрен пăрăнса çÿресен, пурăнмалла та мар. Вăй пур, сывлăх енчен аптраман чухне кил-çурт таврашĕнче ĕçлесчĕ-ха," – пĕлтерет Марье кинеми. Çапла, хăйĕн кун-çулĕнче тем те курнă вăл, тем те илтнĕ, пĕлнĕ. Çынпа яланах ăшшăн калаçать, ăна хавхалантарма пĕлет. Хастар та вăр-вар кинеми халĕ те, хăйĕн çулĕсене пăхмасăр, ĕне сăвать. Ку енĕпе вăл тепĕр çамрăкран та ирттерет. Хăйсенчен ытлашши сĕте патшалăха сутаççĕ. Ара, шăллĕпе иккĕшне сĕт-турăхĕ ытла нумаях та кирлĕ мар. Пăрăвне те усраççĕ, çулла ун валли симĕс курăк çителĕклĕ. Марье кинеми Ваçили шăллĕпе çирĕм ытла сурăх тытнине пĕлсен чăннипех те тĕлĕнтĕм. Кроликсемпе чăх-чĕп те йышлă вĕсен. Иртнĕ çулсенче сысна та пулнă витере. Шутласа пăхсан, хăш-пĕр çамрăк та кун чухлĕ выльăх-чĕрлĕх тытмасть. Канлĕ ватлăхри Купташкинсем вара килти хушма хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Утă вăхăчĕ çитсен Марье кинемипе Ваçили тете ытти çынсемпе пĕрле хире васкаççĕ. Кунта вĕсен ят çĕрĕ пур. Паллах, утта киле тиесе таврăнма тăван-хурăнташĕ, кÿрши-арши пулăшать вĕсене. Килти пахчана та çум курăкран вăхăтра тасатаççĕ вĕсем. "Выльăхсемпе аппаланни, пахчара ĕçлени вăй хушать пире. Вăй питти çынсемех ĕне-пăру, сурăх-сысна тытманни тĕлĕнтерет. Ял халăхĕ çĕртен писни те шухăшлаттарать. Ĕçрен хăрамалла мар, вăл пиртен хăратăр", – пĕтĕмлетет Марье кинеми. Мĕнех хушса калайăн ĕнтĕ çакăн хыççăн. Ялта пурăнаканшăн выльăх-чĕрлĕх усрани, аш-какайпа сĕт сутни хушма укçа тупма май парать, çемье бюджетне пуянлатать. Çыншăн вара укçа-тенкĕ нихăçан та ытлашши пулмасть.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика