Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суха тунă, тырă акнă

11 июля 2012 г.

ТРАКТОРПА ĕçлеме пысăк чăтăмлăх тата çирĕп сывлăх кирлĕ. Çак профессире хăйсен пурнăçĕн пĕлтерĕшне куракансем – чăннипех те мухтава тивĕçлĕ çынсем. Тракторпа чылай çул ĕçленисем хушшинче хĕрарăмсем те пур. Карапай Шăмăршăри Е.Денисова трактористка пулса 31 çул вăй хунă. – 1937 çулта эпĕ Карапай Шăмăршăри 7 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнине çирĕплетекен свидетельство илтĕм, – каласа парать ĕçпе тыл ветеранĕ Е.Денисова. – Мана, вуннăрах сĕм-тăлăха юлнă хĕре, малалла вĕренме май килмерĕ. Иккĕмĕш сыпăкри тете – Николай – МТСра тракторпа ĕçлекенскер, мана хăйĕнпе пĕрле плугарьте ĕçлеме илчĕ. Хăш чухне мана руль те шанса паратчĕ тете. Çак ĕç мана тÿрех килĕшсе кайрĕ. 1939 çулта Шăмăршăри МТСра трактористсен курсне уçсан эпĕ хаваспах вĕренме пуçларăм. Тракторист пуласси манăн чи пысăк ĕмĕт пулнă. Вĕренĕве вĕçлесе удостоверени илсен Е.Денисова районти машинăпа трактор станцийĕнче (МТС) ĕçлеме пуçланă. Тÿрех каламалла: газогенераторлă тракторпа ĕçлеме пĕрре те çăмăл пулман. Гусеницăллă техника хыçĕнчи пысăк бункера йывăç шакмаксем янă, унăн люкне хупнă хыççăн трактора вырăнтан хускатнă. Суха кассинче пĕр-икĕ çаврăм тусан уй вĕçĕнче лавпа тăракан колхозник трактора каллех шакмаксемпе тивĕçтернĕ. Бригадăра пĕрле вăй хуракан тетĕшĕ – Николай Степанович Денисов – Елисса йăмăкне ĕçре пулăшсах пынă. Ярăславри Вера Фоминапа, Карапай Шăмăршăри Семен Долговпа тата ытти трактористсемпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине асăнчĕ ĕçпе тыл ветеранĕ Е.Денисова. Трактористсем районти тĕрлĕ колхозсенчи уй-хирте тăрăшнă: сухаланă, сÿреленĕ пĕр сеялкăллă агрегатпа тырă акнă, çĕртме сухи тунă, транспорт ĕçĕсем пурнăçланă, хĕл кунĕсенче вăрмантан йывăç турттарнă. 1945 çулхи майăн 9-мĕшне трактористсем уй-хирте, хĕрÿ ĕçре кĕтсе илнĕ. – Вăрçă çулĕсенче пурне те çав тери йывăр килнĕ, – аса илет Елизавета Васильевна. – Эпир выçăллă-тутăллă ĕçленĕ. Йывăрлăхсем умĕнче нăйкăшман, алă усман. Хамăр фронтшăн ĕçленине лайăх ăнланнă. "Пĕтĕмпех – фронт валли, йăлтах – Аслă Çĕнтерÿшĕн!" лозунг ахаль чĕнÿ кăна пулман, вăл тылра тăрăшакан кашни çыннăн пурнăç пĕлтерĕшĕ пулса тăнă. Фронтри салтаксемпе тыл ĕçченĕсем хаяр тăшмана пĕрлехи вăйпа çĕнтернĕ. Каярахпа краççынпа ĕçлекен гусеницăллă "Нати" тракторпа çÿрени пирки те каласа пачĕ Е.Денисова. 50-мĕш çулсенче МТСа топливăпа ĕçлекен ДТ-54 тракторсем килнине, малтанхисемпе танлаштарсан, вăл пур енĕпе те лайăхрах пулнине те палăртрĕ. 1957-1972 çулсенче Елизавета Васильевна тăван хуçалăхра – Киров ячĕллĕ колхозра вăй хунă. Вăл яланах тÿрĕ кăмăлпа, профессилле ăсталăхпа ĕçленĕ. – Уй-хирти ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн трактористсем ял çыннисен пахчисене сухалатчĕç, – каласа парать Çĕнĕ Тăрăнти ĕç ветеранĕ М.Алексеева. – Мăшăрпа килтен уйрăлса тухма хатĕрленнĕ тапхăрта çĕнĕ çĕр участокне Елисса аппа сухаласа пачĕ. Çеремлĕ çĕре виç-тăватă хут сухаласа-çемçетсе çаврăнчĕ вăл, пахчана çĕр улми лартма юрăхлă туса пачĕ. Çав çул пахча пысăк тухăçпа савăнтарчĕ: çĕр улми сутса тунă укçапа эпир пÿрт валли йывăç туянса çĕнĕ пура пураттарма пултартăмăр. Елисса аппа пирки паянхи кун та ырăпа кăна аса илетпĕр. Пархатарлă ĕçшĕн Е.Денисована Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, "1941-1945 çулсенче хастар ĕçленĕшĕн", "Ĕçри хастарлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул", "Ĕç ветеранĕ" медальсемпе наградăланă. Елизавета Васильевнăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят парса чысланă. Елисса аппан ывăлĕ те, Василий, хăйĕн ĕç биографине трактористран пуçланă. Унăн пирвайхи ĕç наставникĕ амăшĕ пулнă. Ывăлĕ ĕçре пуян опыт пухса пырса "Ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн" медале тивĕçнĕ. В.Денисов малалла вĕренсе, аслă пĕлÿ илсе тĕрлĕ çулсенче апат-çимĕç комбиначĕн директорĕ, райпо председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕ, топсбыт директорĕ пулнă. Халĕ Василий Федорович – пенсире. Елисса аппана 4 мăнукĕ (пурте аслă пĕлÿ илнĕ), мăнукĕсен 8 ачи тулли савăнăç кÿрсе тăраççĕ. Мăнукĕ – В.Денисов – Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ. Владимир Васильевич 10 çул ытла ĕнтĕ çак ĕçре пысăк яваплăхпа вăй хурать. Июлĕн 12-мĕшĕнче – Питрав уявĕнче – Елисса аппа хăйĕн 90 çулхи юбилейне палăртать. Чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламланă май, сире малашнехи пурнăçра та ырлăх-сывлăх сунатпăр. РФ Президенчĕн 2012 çулхи майăн 31-мĕшĕнчи Хушăвĕпе килĕшÿллĕн 90 çул тултаракан вăрçă ветеранĕсене (çак йыша тыл ĕçченĕсем те кĕреççĕ) е кунтан аслăрах юбилярсене Раççей Федерацийĕн Тав çырăвĕпе саламлама йышăннă. Çак пархатарлă Çыру Елизавета Васильевнăна чир-чĕре çĕнтерсе пурăнма çĕнĕ хавхалану кÿрĕ.

Ĕç çынна илем кÿрет

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика