Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика уявĕнчен – Дипломсемпе

27 июня 2012 г.

Июнĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, Чăваш наци конгресĕ Пĕтĕм чăвашсен наци уявне - Акатуй – йĕркелесе ирттерчĕ. Шупашкар хули пуçланса кайнăранпа 500 çул çитнĕ ятпа уçнă культурăпа кану паркне çак кун хăнасем Белоруссирен, Оренбург, Пенза, Ульяновск облаçĕсенчен, Пушкăртстанран, ытти регионсенчен, хамăр республикăри хуласемпе районсенчен йышлăн килсе çитрĕç. Илемлĕ сцена çинче художество пултарулăхĕн коллективĕсем уява пухăннă халăха çепĕç юрăсемпе, кăмăла çĕклекен ташăсемпе, савăк такмаксемпе савăнтарчĕç. Карапай Шăмăршăри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Шăнкăрав" фольклор коллективĕ те хутшăнчĕ уява. (Купăсçи – В.Иванов). Чăвашсен илемлĕ кĕпе-тумтирне тăхăннă 19 çынран тăракан пултаруллă коллектив анлă сцена çинче вăйă юррине чун хĕлĕхне хускатса шăрантарчĕ. Карапайсемпе çĕнтăрăнсен такмаксемпе илемлетнĕ хÿхĕм ташшине тата "Сакăл тур лаши" юррине те ăшшăн йышăнчĕ Акатуйри халăх. Фольклор коллективĕ хĕвеллĕ уçланкăра палатка карса сĕтелсем çине хамăр тăрăхри чи хитре тĕрĕсене сарса хучĕ, ял çыннисем килĕштерекен апат-çимĕçе кăтартрĕ. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г.Н. Архипов хăйĕн делегацийĕпе пирĕн тăрăхри апат-çимĕçе кăмăллăн ас тивсе пăхрĕ, чĕререн тав турĕ. Делегаци пирĕн тĕрĕсене те пысăк хак пачĕ, ял çыннисене ăсталăхшăн мухтарĕ. "Шăнкăрав" коллектива Акатуйра Дипломпа чысларĕç. Наци апат-çимĕçĕн конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн та сумлă Диплома тивĕçрĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика