20 июня 2012 г.
Карапай Шăмăршă тата Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче пурăнакансемшĕн кăçалхи майăн 21-мĕшĕ ĕмĕрлĕхех паллă событи пулса юлать. Çак кун Карапай Шăмăршăри Школьная урамра чиркÿ-часавня уçăлчĕ, икĕ ял халăхне сăваплă кĕлле йыхăрчĕ. Çак савăнăçлă саманта ял çыннисем тахçантанпах кĕтнĕ. Ялта (кивĕ медпункт вырнаçнă таврашра) унччен Николай святитель ячĕллĕ чиркÿ пулнă-ха, анчах та ăна атеизм хуçаланнă тапхăрта, иртнĕ ĕмĕрти 30-мĕш çулсенче, аркатнă-тустарнă. Турра чунтан ĕненнĕ çынсене ку, паллах, питĕ хурлантарнă, тарăхтарнă. Анчах та ял çыннисем шанăçа çухатман, Турă çурчĕ çĕнĕрен уçăласса çирĕп шанса пурăннă. 2011 çулта ял çыннисем çак ыйтăва çивĕччĕн çĕкленĕ, ытла пысăках мар чиркÿ-часавня валли укçа-тенкĕ пуçтарма хатĕрленнĕ. Карапай Шăмăршă ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, яланах ырă пуçарусемпе палăрса тăраканскер, çак шухăша ырланă, пуху пуçтарнă. Ялти ят-сумлă çынсенчен пулас чиркÿ совечĕн членĕсене суйласа хăварнă. М.Столярова – староста, К.Андреевана казначей пулма шаннă. Кун хыççăн ял-йышра укçа-тенкĕ пуçтарма тытăннă. Карапай Шăмăршăра çуралса ÿснĕ, халĕ Ульяновскри "МСУ-14"ЗАОн генеральнăй директорĕнзаместителĕнче тăрăшакан В.Столяров канмалли куна тăван яла килсен ырă пуçару пирки илтсе ял пуçлăхĕ патне пынă. Инженер-строитель сăваплă объект валли çĕр-çĕр пин укçа кирлине лайăх ăнланнă, В.Денисова тăкаксен пысăк пайне хăй çине илме шантарнă. Владимир Васильевич çак пархатарлă сĕнĕве ырласа йышăннă. Часах Ульяновскран никĕс валли блоксем тата шурă кирпĕч тиенĕ КамАЗ килсе çитнĕ. Октябрь уйăхĕнче вара ял çыннисем сăваплă ĕçе пуçăннă. В.Столяров пĕрлех хăйĕн укçипе чиркÿ-часавньăн пурине тума та заказ панă. Кăçал январьте 400 пин тенкĕ тăракан пурана Карапай Шăмăршăна кÿрсе килнĕ. Таврара строитель ăсталăхĕпе палăрса тăракан, Çĕнĕ Тăрăнта пурăнакан Н.Ястребов ертсе пыракан бригада Турă çуртне тума пуçланă. Ăстасем сăваплă объектри ĕçсене лайăх пахалăхпа вĕçлесе, тăррине кăвак профнастилпа витнĕ. Ылтăн тĕспе çиçекен хĕрес вырнаçтарнă купол чуна канăçлăх кÿрсе тăрать. – Чиркÿ-часавня тума сисĕмлĕ тÿпе хывнăшăн Владимир Капитонович Столярова пĕтĕм ял-йыш ятĕнчен тав тăватăп, – терĕ ял поселени пуçлăхĕ В.Денисов. – Унăн ячĕ ял историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлать. Пĕрлех чиркÿ-часавня тума хутшăннă тата пулăшу панă мĕн пур çынна (уйрăмах Шупашкарта пурăнакан Анат Чаткас çыннине Владимир Захарова, Шăмăршăри Владимир Максимова, Алексей Романова, Çĕнĕ Тăрăнта çуралса ÿснĕ, Мускавра службăра тăракан Петр Алексеев полковника, Карапай Шăмăршăри Геннадий Деомидовпа Александр Денисова) тав сăмахĕ калатăп. Николай святитель ячĕллĕ чиркÿ-часавня икĕ яла та илем кÿрсе тăрать. Сăваплă кĕлĕре тăрса халĕ ял çыннисем пачăшкă урлă Турă пиллĕхне илеççĕ, çылăхсене каçарттарса чун-чĕрене çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕплетеççĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"