23 мая 2012 г.
КАРАПАЙ Шăмăршă ялĕнче часавня çĕклени çинчен хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Çуллахи Микула умĕн вара ăна сăвапласа уçнă. Николай Чудотворец святителе асăнса лартнă часавня уçнă çĕре республикăри чиркÿсен протоиерейĕсем, диаконĕсем, чĕннĕ хăнасемпе ял тăрăхĕн çыннисем хутшăннă. Стефан преосвященнейший çак сăваплă ĕçе пурнăçлама хутшăннă çынсене епархин наградисемпе чысланă. Владимир Столяров предпринимателе (шăпах часавня тума вăл укçа-тенкĕ уйăрнă) "Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят панă. Ăна, тав туса, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов хĕрлĕ хăю çыхтарса янă. Турра ĕненекенсем валли кунта малашне кĕлĕсем яланах пулĕç.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"