Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтри лейтенант çăлтăрĕсем

16 мая 2012 г.

Карапай Шăмăршăри Иван Петровичпа Людмила Николаевна Сабаевсем ялти вăтам шкулта 20 çул ытла ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Педагогика ĕçĕнче вĕсем тăрăшулăхпа, професси ăсталăхĕпе палăрса тăраççĕ. Иван Петрович – физкультура преподавателĕ, Людмила Николаевна ачасене вырăс чĕлхипе литература вĕрентет.

Сабаевсен туслă çемйинче икĕ ывăл ÿссе çитĕннĕ. Кил хуçи, хăй вăхăтĕнче 2 çул çар службинче пиçĕхнĕскер, ывăлĕсене пĕчĕкренех тĕрлĕ спорт вăййисене явăçтарнă, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, лайăх салтак пулма хăнăхтарса ÿстернĕ. Педагогсен аслă ывăлĕ, Евгений, Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне пĕтернĕ хыççăн, 2010-2011 çулсенче, Шалти çарсен çыхăну чаçĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. Хăйне шанса панă яваплă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă май, Евгений Сабаев службăра тăракан чаç командирĕ ашшĕпе амăшне Тав çырăвĕпе савăнтарнă, лайăх салтак ÿстерсе çитĕнтернĕшĕн мухтанă. Служба срокне вĕçлесе киле таврăннăранпа Женя "Межрегионгаз" ОООн Шăмăршăри абонент пунктĕнче вăй хурать.

Учительсен çемйинчи кĕçĕн ывăлĕ, Александр, 2011 çулта Карапай Шăмăршăри вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан тÿрех Шалти çарсен Пермь хулинчи çар институтне çул тытнă. Ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен лайăх аталаннă каччă, пĕрремĕш разрядлă спортсмен экзаменсене ăнăçлă парса, пысăк конкурс витĕр тухса курсант пулса тăнă.

Çак кунсенче Сабаевсем патне çар институтĕнчен Тав çырăвĕ килнĕ. "Хисеплĕ Иван Петровичпа Людмила Николаевна! – çырнă институт начальникĕ В.М. Капищенко генерал-майор. – Çар вĕренÿ заведенийĕн командованийĕ сире лайăх ывăл ÿстерсе çитĕнтернĕшĕн тав тăвать.

Александр Сабаев курсант артиллери хĕç-пăшалĕн факультетне вĕренме кĕнĕ хыççăн тÿрех пурне те ырă тĕслĕх кăтарма пуçларĕ. Вăл – Присягăна чунтан парăннă çар служащийĕ. Вĕренÿре, службăра тата обществăлла ĕçсенче палăрнăшăн сирĕн ывăлăра институт командованийĕ ултă хутчен тав тунă.

Командирсем Александра таса чун-чĕреллĕ, çирĕп дисциплинăллă, яваплăха туякан курсант тесе хаклаççĕ. Çирĕп позициллĕскер, вăл юлташĕсене сăмахпа та, ĕçпе те пулăшать. Подразделенири çар дисциплинине тата шалти йĕркене тытса тăрас тĕлĕшпе командирсене те пулăшу парать. Александр института ăнăçлă пĕтерсе, Раççейĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсенче хăйне лайăх енĕпе кăна кăтартасса, офицер чысне яланах çÿлте тытасса шансах тăратпăр".

Лейтенант çăлтăрĕсем патнелле илсе каякан пусма картлашкисем тăрăх хăйсен ывăлĕ ăнăçлă хăпарса пыни ашшĕпе амăшне чунтанах савăнтарать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика