Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк хитре юррипе, çемье – ача сассипе

12 мая 2012 г.

Присоединенное изображение
Оригинал изображения

... Вăтăр çиччĕри хирург черетлĕ операци хыççăн ĕç пÿлĕмне таврăнчĕ те сĕтел çинчи календарь листисене малалла уçса кайрĕ. Хăш кун кама операци тумаллине палăртнă листасене вуланă май, пĕрлех уявсен датисене те тишкерсе пычĕ вăл. "Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ пулать иккен", – тесе шутларĕ те врач, календарь листисем хушшинчи тĕслĕ сăн ÿкерчĕке кăларса аллине тытрĕ. Сăн ÿкерчĕкри юратнă мăшăрĕн – Таньăн тата ачисен – çиччĕри Ольăн, пиллĕкри Павликăн, иккĕри Аннăн ăшă куллисем Игорь Павловичăн кăмăлне çĕклерĕç, ĕшенчĕк туйăмсене айккинелле сирчĕç. Хăйĕн çемйи çинчен шутласа илсенех хирургăн ÿт-пĕвĕ çĕнĕ вăйпа çирĕпленчĕ. Çемье уншăн – пурнăç тĕревĕ, тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшакан хăйне евĕр хăват. Хăй сисмесĕрех И.Поляков аса-илÿ тыткăнне кĕчĕ...

Пĕчĕкренех врач пулас ĕмĕтпе пурăннăскер, Игорь шкулта яланах "лайăх" тата "питĕ лайăх" паллăсемпе вĕренсе пынă. 1991 çулта Карапай Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан мал ĕмĕтлĕ каччă тÿрех Шупашкара – Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Медицина факультетĕнчи экзаменсене лайăх тытса, пысăк конкурс витĕр тухса Çĕнĕ Тăрăн çамрăкĕ пĕрремĕш курс студенчĕ пулса тăнă.

Вĕренĕве пысăк хастарлăхпа пуçăннă И.Поляков. Зачет кĕнекинче яланах "лайăх" тата "питĕ лайăх" паллăсем пулнă. Факультетри обществăлла ĕçсенче те пуçарулăх кăтартнă.

Хĕрÿ вĕренÿре çулсем пĕрин хыççăн тепри хыçа юлса пынă. 1997 çулта студентсем врач дипломне илнĕ. Çамрăк специалистсем малалла интернатурăра вĕренсе сиплев ăсталăхне туптанă. Игорь Павлович Шупашкарти хула больницинче, опытлă врачсем ертсе пынипе, хирург ĕçне хăнăхнă.

1998 çулта И.Поляков Шăмăршăри тĕп больницăна ĕçлеме кайма направлени илнĕ. Унтанпа вăл пĕр улшăнми 14 çул çак учрежденирех вăй хурать. Ырă кăмăллă, питĕ сăпайлă хирурга коллективра тÿрех хисеплеме пуçланă. Хăйне ансат тытнăшăн, сиплев ĕçĕнчи ăсталăхшăн ăна больницăна сипленме килекенсем те хисепе хураççĕ.

Пĕлĕве ÿстерессине те манăçа хăвармасть Игорь Павлович. Шупашкарта ятарлă курссенче пулса, 2003 çулта – врач-онколог, 2008 çулта врач-травматолог специальноçĕсене алла илнĕ. Хăйĕн тивĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать вăл. Пĕрлех обществăлла ĕçсенче те хастар. И.Поляков чылай çул ĕнтĕ районти тĕп больницăри профсоюз комитетне ертсе пырать. Вăл йĕркеленипе медицина ĕçченĕсем районти тата республикăри спорт ăмăртăвĕсене, ытти мероприятисене тăтăшах хутшăнаççĕ. Нумай чухне больница командине профком председателĕ капитан пулса ертсе пырать. Командăсем ăмăртусенче час-часах призлă вырăнсем çĕнсе илеççĕ.

2004 çулхи ака уйăхĕнче çамрăк врач пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ – Хайпăла ялĕн чипер пикипе, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн бухгалтерĕпе Татьяна Николаевапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Туслă çемьене тепĕр çултанах хĕр пĕрчи – Оля – хутшăннă. 2006 çулта ывăл тĕпренчĕкĕ – Павлик – çуралнă. 2010 çулта çутă тĕнчене виççĕмĕш ача – Анна – килнĕ.

Татьяна Петровна та учрежденире сăпайлăхпа, професси ăсталăхĕпе палăрса тăрать. Малтан Улатăрти техникумра бухгалтер дипломне илнĕскер, Т.Полякова заочнăй майпа Мускаври гуманитари институчĕн Шупашкарти филиалĕнче малалла вĕреннĕ. Ачасене çуратнă-ÿстернĕ хушăрах вăл финанспа кредит уйрăмĕнчен вĕренсе тухса аслă пĕлÿ илнĕ.

Поляковсем Карапай Шăмăршăри Полевая урамĕнче, хăйсен пысăк та хăтлă çуртĕнче пурăнаççĕ. Ача-пăча сасси туслă çемьене, çĕнĕ пÿрте илем кÿрсе тăрать.

– Эпир хамăрăн тулли телейĕмĕре пăхса ытарайми ачасенче, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннинче куратпăр, – теççĕ Поляковсем. – Паллах, хамăр суйласа илнĕ профессипе ĕçлени те пире савăнăç тата хавхалану кÿрсе тăрать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика