Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елена – стипендиатка

21 апреля 2012 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулнă пирĕн районти çамрăксенчен чи кĕçĕнни – Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Елена Столярова. Вăл 9 класра вĕренет.

Пултаруллă та пуçаруллă хĕр шкулта хăйне лайăх енчен кăна кăтартать. Елена вĕренÿре те, класс тулашĕнчи мероприятисенче те, спорт ăмăртăвĕсенче те малтисен ретĕнче. Йывăр вăхăтсенче вăл кашнинех пулăшма хатĕр. Ырă кăмăллăскер никама та тимлĕхсĕр уйăрса хăвармасть. Аслисене сывлăх сунмасăр, сăмах хушмасăр нихăçан та иртсе каймасть. Унăн тус-юлташ та питĕ нумай. Вĕсемпе калаçма, канашлама яланах вăхăт тупать.

Е.Столярова пур предметпа та чи лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Шкул программине ăнăçлă пурнăçлать, хушма пĕлÿ илессишĕн те çунать. Çавăнпах ĕнтĕ хĕр нумай вулать, тĕпчев ĕçĕсемпе интересленет. Районта иртекен предмет олмпиадисене те, наукăпа практика конференцийĕсене те хастар хутшăнать. Çавăн пекех республикăри тупăшусенче те хăйне тĕрĕслет. Паллах, Елена призерсен шутĕнче те пĕрре мар пулнă. Çулсеренех шкулта пулакан «Çулталăк вĕренекенĕ» конкурсра та çĕнтернĕ вăл.

Шкулта кадетсен класĕ уçăлни те савăнтарать Ленăна. Вăл 5 класранпах кунта. Кадет класĕсем хушшинче ирттерекен конкурссенчи çĕнтерÿçĕсенче те унăн тÿпи пур.

Елена обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Вăл шкулти «ДОМ» ачасен организацийĕн членĕ.

Уçă кăмăллă хĕр килте ашшĕ-амăшне те пулăшать. Вăл пĕр ĕçрен те ÿркенсе тăмасть.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика