Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕ тĕрлеме ларать те...

13 апреля 2012 г.

"ÇУЛСЕМ сисĕнмесĕрех иртеççĕ. Ачалăхри ытарайми самантсем ырă тĕлĕк пек аса килеççĕ..." – тет чăлт шурă пир çине черетлĕ илемлĕ чечеке тĕрленĕ май Евгения Степанова.

Вăтам пÿ-силлĕ, ăшă кăмăллă та маттур хĕр Евгень Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăватă çултах ашшĕсĕр тăрса юлнă хĕрача амăшĕпе аппăшĕсене пулăшма тăрăшнă, вăрçă вăхăтĕнчи хĕн-асапа пĕчĕккĕллех тÿснĕ. Ялти çичĕ класлă шкула пĕтерсен, Евгенĕн малалла вĕренме май килмен. Вара вăл колхоз ферминче ĕне сума тытăннă. Каярах, 1971 çултан пуçласа, Карапай Шăмăршăри вăрман пунктĕнче складсен заведуюшийĕнче тăрăшнă.

1959 çулта ялти маттур каччăпа, Александр Степановпа, пĕр çемье чăмăртанă, умлă-хыçлах 5 ача çут тĕнчене çуратса пурнăç парнеленĕ. Мăшăрĕ çамрăклах сарăмсăр вилнĕ хыççăн тĕпренчĕкĕсене çитĕнтерме, вĕсене ура çине тăратма пĕрре те çăмăл пулман Евгения Алексеевнăна. Степановсем йывăрлăхсене парăнтарса пынă, çемьери килĕшÿпе туслăхра пурăннă. Амăшĕ вĕсене ĕçе хăнăхтарса пынă, колхоз ĕçне те явăçтарнă.

Вăхăт шăвать... Ачисем пурнăçăн аслă çулĕ çине тухаççĕ, хăйсен телейĕсене тупса çемье çавăраççĕ. Тĕп килти çурт-хуралтăсем те çĕнелеççĕ, ку ĕçе Володя ывăлĕ тăрăшнипе пурнăçланă. (Шел, анчах унăн ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулчĕ). Халĕ Евгень аппа Надя кинĕпе тата икĕ мăнукĕпе пурăнать. Килĕштерсе, пĕр-пĕрне итлесе кун кунлаççĕ вĕсем, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Пур ĕçе те пĕрле тăваççĕ. Пушă вăхăтра тĕрĕ тĕрлеме лараççĕ. Аслисенчен кĕçĕннисем те юласшăн мар, вĕсем те аллисене йĕп тытаççĕ. Уйрăмах кĕçĕн мăнукĕ асламăшĕн ăсталăхне вĕренсе юлма ăнтăлать.

Евгения Степанова килне кĕрсен чечек тĕнчине лекнĕнех туйăнать. Чĕрĕ чечексемсĕр пуçне, рамăсем ăшĕнчи хитре тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, пейзажсем куçа илĕртеççĕ. Унăн алă ĕçĕсемпе ялти тата районти тĕрлĕ куравсенче те паллашма пулать. Евгень аппан Шупашкарта пурăнакан хĕрĕсем те – тĕрĕ ăстисем. Пăхса ытармалла мар илемлĕ тĕрлеççĕ вĕсем.

Тĕрĕ ăсти çак кунсенче 75 çул тултарчĕ. Ăна эпир çирĕп сывлăх, телей сунатпăр. "Çулĕсем иртсен те чунпа ватăлман-ха", - тесе шÿтлет Евгень аппа. Çаплах пултăрччĕ те.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика