Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕç – савăнăç

28 марта 2012 г.

АСЛĂ классенче вĕреннĕ тапхăрта яшсемпе хĕрсем ăçта вĕренме каясси, хăш специальноçа алла илесси çинчен шутлама пуçлаççĕ. Çĕнĕ Тăрăнти Альбина Тинюкова почта çыхăнăвĕн операторĕн профессийĕ пирки ĕмĕтленнĕ.

1979 çулта Карапай Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Альбина Тинюкова тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе Ульяновскри техника училищине çул тытнă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче почта çыхăнăвĕн операторĕсене хатĕрлекен ушкăнри çамрăксемпе пĕрле хĕрÿ вĕренĕве пуçăннă.

Пĕр çул сисĕнмесĕрех хыçа юлнă. 1980 çулхи илемлĕ çу кунĕсенче вĕренĕве вĕçлесен çамрăксем тĕрлĕ çĕре ĕçлеме саланнă. Альбина Тинюкован ĕç биографийĕ хамăр районти Баскак паççулккинче пуçланнă. Унта Çĕнĕ Тăрăн хĕрĕ почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн начальникĕн должноçне йышăннă. Юратнă ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăннă вăл, хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă.

Тепĕр çул вара ăна Шăмăршăри çыхăну уйрăмне ĕçлеме куçарнă. Почта çыхăнăвĕн операторĕн должноçĕнче çулран-çул ăнăçлă ĕçлесе пынă Альбина Александровна. 1984 çулта Çĕнĕ Шăмăршă йĕкĕчĕпе – линипе техника цехĕнче (ЛТЦ) водительте тăрăшакан Юрий Кудряшовпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ.

Паянхи кунчченех почта çыхăнăвĕн операторĕнче вăй хурать Альбина Кудряшова. Халăхран посылкăсем, укçа перевочĕсем йышăнса, вĕсене палăртнă адреспа яма кирлĕ хутсем хатĕрлесси, граждансен газпа электроэнерги тÿлевĕсене йышăнасси, конвертсемпе открыткăсем сутасси тата ытти те – Альбина Александровнăн кулленхи тивĕçĕ. Кашнийĕн ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшать вăл, çынсемпе яланах кăмăллăн калаçать. Çакăншăн ăна коллективра та, ял-йышра та хисеплеççĕ.

Пархатарлă ĕçшĕн Альбина Кудряшована Елчĕк почтамтчĕн администрацийĕ Хисеп грамотипе чысланă.

Мăшăрĕпе, Юрий Александровичпа, хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ. Оля, аслă пĕлÿ илнĕскер, Шупашкарти пĕр фирмăра бухгалтерта вăй хурать. Саша Шăмăршă вăтам шкулĕн 10 класĕнче вĕренет.

Çак кунсенче Альбина Кудряшова хăйĕн 50 çулхи юбилейне палăртрĕ. Уяв кĕрекинче ăна юратнă амăшĕ, савнă мăшăрĕ, ачисем, тăванĕсем, ĕçтешĕсем чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ĕçре малашне те ăнăçу сунчĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика