Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çынна чыс кÿрет

14 января 2012 г.

ĔÇРЕН хăраман, ĕçлеме ÿркенмен çынсем пурăнаççĕ Карапай Шăмăршă ялĕнче. Вĕсенчен пĕри – Михаил Алексеев. Михаил Феоктистовичăн ачалăхĕ тăван ялтах иртнĕ. Пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕннĕ, йывăрлăхсем умĕнче пуçне усман. Ашшĕ вăхăтсăр вилни те Мишана пурнăçăн хура-шурне ăнланма вĕрентнĕ. Кил хушшинчи ĕçсене пурнăçланă вăл, шăллĕсемпе йăмăкне пăхнă, вĕсене ура çине тăма пулăшнă.

Ĕç кĕнекине тăван колхозра уçнă, фермăра скотникра ĕçлеме пуçланă. Çамрăк каччă ирех ĕçе васканă, каçалапа тин киле таврăннă. Çара кайиччен Канашра ДОСААФ шкулĕнче вĕренсе водитель правине алла илнĕ. 1970 çулта вара М.Алексеев салтак тумне тăхăнса икĕ çул Германи çĕрĕ çинче ирттернĕ. Кунтах вăл чи лайăх водитель ятне тивĕçнĕ. Тăван тăрăха таврăнсан та аллинчен руль яман, Киров ячĕпе хисепленекен колхозра 44 çул хушши машинăпа çÿренĕ.

Михаил Феоктистович ялти чипер хĕрпе Нинăпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ, пилĕк ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурне те тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă. Тĕпренчĕксем – кĕçĕн ывăлĕсĕр пуçне – пурте килтен саланнă, çемьесем çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă.

2006 çулта Михаил Алексеев "Аляка" фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, тĕш-тырă, çĕр улми çитĕнтерме пуçланă, ял хуçалăх техникине те туяннă. Килти хушма хуçалăхра та йышлă выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп тытаççĕ.

Михаил Феоктистович çуралнăранпа 60 çул çитрĕ. Чаплă юбилейпе ăна мăшăрĕпе ачисем, мăнукĕсем, кинĕпе кĕрÿшĕсем, тăванĕсем саламласа тата нумай çул хушши пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика