Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăр пулсан та – сумсăр мар

07 декабря 2011 г.

ТĂВАТĂ теçетке çул каялла республикăри "Чăвашагрокурорт" пĕрлешÿ Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă ялĕ çывăхĕнче "Елочка" санаторин тĕп корпусĕн никĕсне хывма пикеннĕ. Камăн ăсĕ çитнĕ ун чух çак тĕле канупа сиплев учрежденийĕ валли суйласа илме;

Пионер лагерĕ, санатори...

Вăхăчĕ пайтах иртнĕ те, тÿрех шыраса та тупаймăн мал курăмлă çав çынна. Чăн-чăн курорт вырăнĕ вĕт! Юнашарах – Сĕвене çул тытакан Хырла шывĕ. Унăн авăрĕсенче тем тĕрлĕ пулă ĕрчет. Йĕри-тавра – хыр вăрманĕ, хĕлĕн-çăвĕн симĕс тĕс куçа çупăрлать. Шăрши тата епле! Темле йывăр амакпа асапланакан та туххăмрах йăл илĕ. Çывăхри аслă шурлăхра – сиплĕ пылчăк. Вăл шăмă чирĕсенчен усăллă.

1983 çулта санатори канакансене йышăнма тытăннă. Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăнатчĕç кунта уй-хир ĕçченĕсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, механизаторсем... Çулла вара виçĕ сменăпа ĕçлекен пионер лагерьне хĕрлĕ галстуклă вĕтĕр-шакăр пуçтарăннă.

Çĕр-шывра пăтрашуллă самана пуçлансан çак учреждении никамах та кирлĕ пулма пăрахрĕ. 1996 çулта ăна Сывлăх министерстви хăй çине илсе ачасене туберкулезран сыватакан санатори туса хучĕ. Вăрах вăхăт сипленекен çамрăк ăрăва вĕрентме педагогика коллективĕ те чăмăртаннăччĕ. Чип-чиперех ĕçлесе кайнă пекчĕ...

Чĕрĕлÿ тапхăрĕ

2010 çулта санаторин тепĕр чĕрĕлÿ тапхăрĕ тесе шутламалла: ЧР Министрсен Кабинечĕ июль уйăхĕнче унта республикăри психоневрологи интерначĕ туса хума йышăннă.

Интернат директорĕ Николай Иванович Поликарпов хапăл тусах хуçалăхпа паллаштарчĕ. Санатори комплексĕ улшăнман: пурăнмалли виçĕ хутлă корпс, пысăк сас паллисемпе "Елочка" тесе çырни... Клубпа столовăй çурчĕ çав-çавах капмар. Ун хыçĕнче – çут çанталăк газĕпе ĕçлекен котельнăй, гаражсем, мунча, ытти хуралтă. Районти пушар чаçĕн çĕрĕн-кунĕн дежурствăра тăракан уйрăм посчĕ картишĕнчех вырнаçнă.

– Пĕчĕк чух тăватă çул интернатра пурăнтăм. Халĕ акă хама социаллă учреждение ертсе пыма тивет. Ĕмĕр сакки сарлака тесе ахальтен каламан-тăр, – шÿтлет Николай Иванович.

Пултаруллă ертÿçĕ

Н.Поликарпов – Карапай Шăмăршă чăвашĕ. Алгебра задачисене çивĕч шутлакан çиччĕмĕш класс ачине Шупашкарти физикăпа математикăна тарăннăн вĕрентекен шкула илсе кайнă. Тăххăрмĕшне çитсен Мускаври Ломоносов ячĕллĕ МГУ гимназине куçарнă. Йĕкĕт механика-математика факультетне кĕме ĕмĕтленнĕ. Анчах тĕллевсене улăштарма тивнĕ: вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче вăл футболла выляса урине амантнă, вăрах вăхăт больницăра сипленнĕ. Санитарка, сестра, врач ĕçĕн пархатарлă енĕсене асăрханă хыççăн çав çулах тухтăр пулас ĕмĕтпе Шупашкарти медицина институтне документсем кайса панă. Ултă çултан отоларинголог специальноçне илнĕ врач Патăрьел район больницинче хăлха, пыр тата сăмса чирĕсенчен сиплеме тытăннă. Кăштахран ăна тăван районта тĕп сыватмăш пуçлăхне çирĕплетеççĕ. 2001 çулта асăннă санаторие ертсе пыма шанаççĕ... Николай Иванович санатори комплексĕн пурлăхпа техника никĕсне малалла çирĕплетес енĕпе вунă çулта пысăк ĕçсем туса ирттернĕ: бассейн валли янтăланă корпуса çĕнетсе спорт залне çавăрнă, сиплев корпусĕнче сивĕ тата вĕри шыв тытăмне хута янă, пурăнмалли çуртăн икĕ хутне тĕпрен юсанă.

Тĕрлĕ çĕртен вĕсем...

Интерната ăс-тăн тĕлĕшĕнчен сывă мар çынсен пĕрремĕш ушкăнĕ пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче çитнĕ. Халĕ кунта 36 хĕрарăмпа 65 арçын пурăнаççĕ. Тĕрлĕ çĕртен вĕсем – республикăри район-хуларан, кÿршĕллĕ регионсенчен. Казахстанпа Сахалинран та пур. Тĕрмере ларса тухнисем, килсĕр-çуртсăр çапкаланса çÿренисем, Афган вăрçи витĕр тухнисем, çарта офицер службинче тăнисем, пысăк пĕлÿ илнисем хÿтлĕх тупнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ тăхăр вунна çитекен мучи те, утмăлти суккăр кинемей те – кунтах.

... Пурăнмалли корпусра пирĕн çула аллăсене çывхаракан арçын пÿлчĕ. Пĕрре курсан ăна чирлĕ тееймĕн: таса та тирпейлĕ çи-пуç, тăнлă калаçу. Вăл космоса аталантармалли çĕнĕ технологие тĕпчет-мĕн, Патшалăх Думинче пăхса тухма сĕнÿсем хатĕрлет. Чăвашла, вырăсла сăвă шăрçалать. Хайлавĕсене интернат директорне парса тăрать. Вĕсем ун патĕнче ал лаппи хулăнăшех пуçтарăннă. Мĕн тăвăн, чирĕ çавнашкал мĕскĕнĕн: лăпкă, каланине итлет, çапкаланса çÿремест. Хăй вăхăтĕнче вăл техника институтне пĕтернĕ, пысăк инженерта вăй хунă... Тепри авă кăмăлĕпе усал, лара-тăра пĕлмест, мĕн пур япалана çапса çĕмĕрме тăрăшать. Ăна ятарлă изолятортах тытма тивет. Утайман-çÿрейменнисем – çирĕмĕн. Вĕсене кухньăран апат илсе килсе çитереççĕ.

Чирлĕ çынсем пÿлĕмре виçшерĕн пурăнаççĕ. Юнашарах – туалет, ăшă тата вĕри шыв чăрмавсăрах килсе тăрать. Фойере – шĕвĕ кристалл экранлă пысăк телевизор. Спутник антеннипе кирек мĕнле канала та пăхма май пур. Библиотекăра илемлĕ литература кĕнекисем илме пулать, тĕрлĕ хаçат-журнал çырăннă. Хăйне валли уйрăм кăларăм илсе тăма та май килет. Куне тăватă хут апатлантараççĕ. Çÿç касмалли, сухал хырмалли уйрăм пÿлĕм уçнă. Çывăх кунсенчех шăл кабинечĕ йĕркелесе çитереççĕ.

Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕн коллективĕ хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçласа пыни куç умĕнче.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика