29 октября 2011 г.
ЭДУАРД Старшов, ĕçсĕр тăрса юлсан, хăшĕ-пĕри пек Мускава каяс темен. Тăван ялтан, вăрманлă-çаранлă Карапай Шăмăршăран епле уйрăлайăн-ха; Ĕçлес тесен, ялта та ĕç тупма пулать, ан ÿркен кăна. Эдуард районти ĕçпе тивĕçтерекен Центра бизнес-проект хатĕрлесе панă та, каялла тавăрса памалла мар 58800 тенкĕ субсиди илнĕ. Çак укçапа "романовская" таса ăратлă çичĕ пуç сурăх туяннă. Хуçалăхра маларах икĕ пуç ĕне выльăхпа çавăн чухлĕ сысна пулнă-ха. Картиш татах та пуянланни Старшовсен ĕçлес кăмăлне çĕклет. – Сурăх ĕрчетме эпĕ таханах ĕмĕтленнĕ, – каласа парать Эдуард Анатольевич. – Таса ăратлисем хуçалăха тупăш кÿрессе çирĕп шанатăп. Выльăх-чĕрлĕх ытларах ĕрчетес тĕллевпех тракторпа кÿлĕ чаврăм, йĕри-тавра карта тытса пÿлтĕм. Çак вырăна халĕ чăннипех те çуллахи лагерь теме пулать: шыв та, ешĕл курăк та çителĕклĕ. Хур-кăвакалшăн та ырлăх. Э.Старшов – "ылтăн алăллă" çын. Кирлех пулсан çынсене автомашина юсама пулăшать, сварщик ĕçне лайăх пĕлет. Эдуард пек маттур çынсем яла илем кÿреççĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"