Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем ирттерчĕç уроксем

22 октября 2011 г.

Нумаях пулмасть Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче хăйне евĕр интереслĕ мероприяти пулчĕ. Çак кун 9-11 классенче вĕренекенсем хăйсемех 1-11 классенче уроксем ирттерчĕç, учитель тивĕçне пурнăçларĕç. Ачасен хăй тытăмлăх (самоуправление) кунне йĕркелеме шкул директорĕ Ю.Ф. Ермолаев сĕнчĕ. Педагогсем çак шухăша ырласа йышăнчĕç, мероприятие мĕнлерех йĕркелемелли пирки канашларĕç. Кун хыççăн уроксем ирттерме шанăç паракан аслă классенчи активистсене пухса, учитель-предметниксем вĕсене кĕскен педагогика методикипе паллаштарчĕç, урока мĕнлерех ирттермеллине ăнлантарчĕç. Паллах, вăл е ку предмета вĕрентекен учитель-дублерсене урок темине пачĕç, план-конспекта мĕнлерех çырмаллине, урока еплерех хатĕрленмеллине каласа ăнлантарчĕç. Учитель-предметниксем-дублерсем хăйсен педагогĕсем умĕнче вăл е ку предметпа тĕрĕслевлĕ уроксем те йĕркелерĕç. Вĕрентекенсем вĕсене усăллă канашсемпе паха сĕнÿсем пачĕç, урока туллирех содержаниллĕ тата ачасемшĕн интереслĕ тума май паракан мелсене кăтартрĕç, кирлĕ чухне вăйă формипе усă курма сĕнчĕç. читель кунĕнче учитель-дублерсем, расписанипе килĕшÿллĕн, хăйсене шанса панă предметпа уроксем ирттерчĕç. Вĕсенчен кашниех хăйне шанса панă предмет урокне ачасемшĕн кăсăклăрах йĕркелеме тăрăшрĕ. 1-11 классенче вĕренекенсем хăйсен "учителĕсен" урокĕсемпе кăмăллă юлчĕç, Анастасия Большакова çак кун директор-дублер, Мария Денисова – завуч-дублер, Алина Тенишева аслă вожатăй-дублер тивĕçне пурнăçларĕç. Мероприяти вĕçленсен вĕренекенсем линейкăна тăчĕç. Учительсем дублерсен урокĕсене сÿтсе яврĕç, тĕпрен илсен, вĕсен урокĕсем ăнăçлă иртнине палăртрĕç. Учитель-дублерсем те, ачасем те хăйсен шухăшне каларĕç. Юлашкинчен пурте пĕр шухăшлă пулса, кунашкал мероприятие çуллен, Учитель кунĕнче ирттерме калаçса татăлчĕç. Педагог-дублерсем учительсен ĕçĕ питĕ яваплă, çав вăхăтрах интереслĕ пулнине палăртрĕç. Кам пĕлет, тен, хăш-пĕрисен шăпах çак кун учитель пулас ĕмĕт те çуралчĕ пулĕ. Питĕ шанас килет. Татьяна СТЕПАНОВА, Карапай Шăмăршă шкулĕнчи аслă вожатăй.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика