Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ орден кавалерĕ

12 января 2011 г.

Манăн асатте, Виталий Петрович Столяров, 1938 çулта Карапай Шăмăршă ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă.

Вăрçă хыççăнхи ачалăхĕ çăмăл пулман асаттен. Ачасен те колхозра çитĕннисемпе пĕр тан ĕçлеме тивнĕ. Çуллахи каникул тăршшĕпех асатте ытти ачасемпе пĕрле колхоз хирĕнче ĕçленĕ. Вĕсем чĕкĕнтĕре, куккуруса тата ытти культурăсене çум-курăкран тасатнă. Утçи вăхăтĕнче утă пуçтарма çÿренĕ. Вырма вăхăчĕ çитсен тырă пуçтарнă çĕрте ĕçленĕ. Кайран, вырма пĕтсен, хирте юлнă пучахсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă.

Шкулта тăрăшса вĕреннĕ Виталий Столяров. Карапай Шăмăршăри çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтерсен Шăмăршăри вăтам шкула çÿренĕ.

1957 çулта асаттене çар службине илсе каяççĕ. Салтак тивĕçне çамрăк каччă Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕнче пурнăçлать, пĕрремĕш класлă радиотелеграфист пулса тăрать. Службăра лайăх кăтартусем тунăшăн асаттене Хисеп грамотипе чысланă.

1960 çулта салтакран килсен асатте тăван колхозри утарта хурт-хăмăр ăстин пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. 1962 – 1977 çулсенче бригадирта вăй хунă.

Вăл вăхăтра çăмăл пулман уй-хир бригадирĕн ĕçĕ. Ял хуçалăх ĕçĕсенчен чылайĕшне алă вĕççĕн тума тивнĕ.

1962 çулта вырма вăхăтĕнче пĕр чарăнми çумăр çунă. Ана çине нимĕнле техника та кĕреймен. Колхозниксем пĕтĕм тыр-пула çурлапа вырса-пуçтарса кĕртнĕ.

Пĕлĕве ÿстересси пирки те манман асатте. Ĕçленĕ хушăрах заочнăй майпа Вăрнарти совхоз – техникума пĕтерсе агроном специальноçне алла илет.

1977 çулта асаттене ял Совечĕн председателĕ пулма суйлаççĕ. Ку ĕçре те асатте хăйне лайăх енчен çеç кăтартать. Председатель ĕçĕнче 22 çул тăрăшать. Çак хушăра ялта ырă улшăнусем пулса иртеççĕ: йывăç кĕперсене тимĕр-бетонлă кĕперсемпе ылмаштараççĕ. Ялта çĕнĕ ача сачĕ уçăлать, шкул çĕнĕ çурта куçать. Çав вăхăтрах урамсенчи çулсене асфальт сарнă, газификаци ĕçĕсем анлăн сарăлнă.

Ĕçри çитĕнÿсемшĕн В.П. Столярова 1968 çулта "Халăх хуçалăхĕнчи çитĕнÿсемшĕн" выставкăн пăхăр медалĕпе чысланă. Çав çулах Пĕтĕм Союзри Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкине - Мускава кайса килнĕ. Уй-хирти ÿсĕмсемшĕн 1973 тата 1976 çулсенче Виталий Петровича "Хисеп Палли" орденсемпе наградăланă. 1986 çулта "Ĕçри хастарлăхшăн" медале тивĕçнĕ. Асаттепе асанне виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Виççĕшĕ те – çĕршыва юрăхлă çынсем.

Хальхи вăхăтра асатте - тивĕçлĕ канура. Çапах та ахаль лармасть килте. Асаннепе иккĕшĕ выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ, вĕлле хурчĕ ĕрчетеççĕ.

Обществăлла ĕçе те хастар хутшăнать асатте. Вăл – ялти ветерансен совечĕн председателĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕн репетицийĕсене çÿреме те вăхăт тупать. Çавăн пекех Виталий Петрович темиçе çул Шăмăршăри халăх сучĕн заседателĕ пулнă.

Пире, мăнукĕсене, ырă канаш парать вăл. Тивĕçлипех мухтанатăп эпĕ хамăн асаттепе, вăл пурришĕн савăнатăп.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика