22 октября 2010 г.
САРĂ, хĕрлĕ çулçăсем, ỹксен ыраттармĕ-ши тенĕн, çĕр çине хуллен-хуллен вĕçсе анаççĕ _ йывăçсен айне чăштăркка кавир сарăнать. Хушăран çумăрпа пĕрле "шурă шăнасем" те курăнкалаççĕ пулин те _ çакă çут çанталăкăн хăйне евĕр илемĕ. Шăпах çак тапхăрта, аллă пилĕк çул каялла, Карапай Шăмăршăра тĕнчене "çĕнĕ кайăк" килнĕ. Хĕр пĕрчи валли ашшĕ-амăшĕ хитре ят тупнă: ăна Галя тесе чĕнме йышăннă. Хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ Г.Ларионова. Ашшĕне _ Михаил Дмитриевича _ ас тумасть вăл: унран çулталăк çурăрах çурма тăлăха тăрса юлнă. Колхозри пĕр ĕçрен те юлман Елис аппа _ Елизавета Александровна _ юратнă тĕпренчĕкĕшĕн ашшĕ вырăнĕнче те пулнă, ăна мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ. Ачалăх çулĕсенчех Гальăра хăйне майлă уйрăмлăх сисĕннĕ: вăл тантăшĕсенчен çут çанталăка юратнипе палăрса тăнă. Хĕрача вăрмантан тухма та пĕлмен темелле: кăмпа-çырла, чечексем пуçтарнă. Хăш-пĕр курăксене паллама ăна амăшĕ вĕрентнĕ. Галина Михайловнапа ялти сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕр класра ăс пухнисем халĕ те çакна аса илеççĕ: вăл пуçтарса хатĕрленĕ пуян гербарисене ботаника вĕрентекенĕ пĕрре çеç мар чи лайăххисем тесе палăртнă. Вĕсемпе каярахпа уроксенче те тăтăшах усă курнă-мĕн. Тăрăшса, çине тăрса вĕреннĕ Галя. Арифметика, каярахпа алгебрăпа геометри уйрăмах çăмăллăн парăннă ăна. Унран контрольнăйсене çырса илес текенсем те сахал мар пулнă иккен. Ахăртнех, хушма-кăларма, хутлама-пайлама лайăх пĕлни ăна малашнехи пурнăç çулне суйласа илме пулăшнă пулĕ. Çакна вăл хăй те хирĕçлемест. 1973 çулта Шăмăршăри вăтам шкулта аттестат илнĕ хыççăн çамрăк хĕр Шупашкарти бухгалтерсен шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Малтанласа Карапай Шăмăршă ял Советĕнче ĕçлеме тивнĕ ăна. Унăн ĕç биографийĕн малтанхи йĕркисем шăпах çакăнта çырăнма тытăннă. Кайран _ Шăмăршăри çул-йĕр участокĕн бухгалтерĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: Г.Ларионовашăн "Кино _ искусствăсенчен чи пĕлтерĕшли" текен ăнлану та çывăх. Галина Михайловна, вăрман хуçалăхĕн тытăмĕнче ĕçлеме пуçличчен, пилĕк çул районти киносеть бухгалтер-экономисчĕ пулнă. 1989 çултанпа унăн пурнăçĕ пĕтĕмпех вăрман ĕçĕпе çыхăннă темелле. Шăмăршă лесничествинче, кайран вăрман хуçалăхĕн управленийĕнче бухгалтер, бухгалтер-экономист пулса ĕçленĕ. Ăçта вăй хурсан та шут ăсти хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрса тăнă. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ йĕркеленсен ăста та опытлă специалиста кунта чĕнсе илнĕ. 2004 çултанпа Галина Михайловна тĕп бухгалтер. Ĕçленĕ хушăрах Г.Ларионова Канашри финанспа экономика техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Хастар ĕçшĕн тĕп бухгалтер тĕрлĕрен (вăл шутран Мускав шайĕнчи таранах) Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Çын ĕмĕрĕнчи яланлăхах асра юлакан тапхăр _ çамрăклăх. Ытарма çук чипер хĕр пулнă Галя. Вилĕмсĕр "Нарспи" авторĕ калашле, "... сарă чечеке хитре куçпа кам пăхмĕ?" Ăна пуçласа тĕл пулсанах Кивĕ Шăмăршă каччин Анатолий Ларионовăн чун-чĕрине вут-çулăм хыпса илнĕ. "Пушар" вĕсем 1980 çулта çемье çавăрнипе "сỹннĕ". Телейлĕ, пĕр-пĕрне юратакан мăшăр икĕ ывăл çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. _ Галина Михайловна 55 çула çитнине ĕненес те килмест, _ теççĕ унпа пĕрле ĕçлекенсем, ăна юбилей ячĕпе саламланă май. Сăмах май, Г.Ларионова вăрман хуçалăхĕн системинче çирĕм çул ытла ĕçлет, унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ те самаях. Коллектив ăна малашне те хăйĕн йышĕнчех курасшăн. Мĕншĕн тесен, опытлă бухгалтер пур çĕрте те яланах кирлĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"