16 июля 2010 г.
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ ял тăрăхĕн территорине пырса кĕрсенех кунти тирпей-илем куçа курăнать. Тасалăха чун-чĕрепе туйса тăракансем шăпах çакăнта пурăнни сисĕнет. Ахальтен мар ĕнтĕ кунта пурăнакан çынсем ỹркенмесĕр тăрăшнăран ял тăрăхĕ республика шайĕнче иртекен конкурссене те тăтăшах хутшăнать, çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçет. Çакăнта, паллах, ял çамрăкĕсен тỹпи те пысăк. Вĕсем те тăван яла аталантарассишĕн сахал мар вăй хураççĕ, умне лартнă тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Тăван çĕре-шыва юратса, унăн сĕткенĕпе ỹссе çитĕннĕ Алексейпе Татьяна Ивановсем хăйсен ĕçри телейне шырама инçете тухса кайман. Аслă пĕлỹ илнĕскерсем ялтах юлнă. Фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă, хуçалăхне "Труд" ят панă. Малтанах лава вырăнтан тапратма çăмăлах пулнă тесе калаймăн. Çапах та йывăрлăхсене парăнтарса малаллах тапаланнă. Вĕсен 150 гектар çĕр пур, ун çинче 100 гектар ытларах тулă, 10 гектар урпа, 5 гектар сĕлĕ, 10 гектар çĕр улми, 5 гектар нумай çул ỹсекен курăк çитĕнтереççĕ. Лайăх тухăç çитĕнтерессишĕн тăрăшаççĕ, кунĕпех уй-хиртен кĕме пĕлмеççĕ вĕсем. Ивановсен хуçалăхĕнче виçĕ тракторпа икĕ комбайн, пĕр КамАЗпа çăмăл машина яланах юсавлă лараççĕ. Выльăх-чĕрлĕх те йышлă усраççĕ вĕсем: 10 вăкăр, 2 ĕне, 1 пушмак пăру, 2 лашапа 1 тиха, 20 сурăх, чăх-чĕп çитĕнтереççĕ. Алексейпе Татьяна килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. 5 класа каймалли ачи те хăйсем пекех ĕçчен те харсăр çитĕнет. Вăл та пĕчĕкренех çăкăр хакне ăнланса ỹсет. "Труд" КФХ йĕркеленнĕренпех, 2004 çултанпах, трактор бригадин бригадирĕ пулса А.Андреев тăрăшать. Ăна та тăван тавралăх хăйĕн ытамĕнчен ярас темен пулмалла, атте-анне çĕрĕ тыткăнламаллипех тыткăнланă. Андрей ир-ирех тăрса кил-картишне тирпейлет те ĕçе васкать. Паллах, выльăх-чĕрлĕх усракансен, ача-пăча çитĕнтерекенсен (вĕсен _ 3 ача) пур çĕре те ĕлкĕрмелле, пур ĕçе те вăхăтра пурнăçламалла. Мăшăрĕ Светлана та çаврăнăçуллă та пултаруллă унăн. Вăл ялти садикре поварта ĕçлет, ачасене тутлă апат-çимĕç пĕçерсе çитерет. Андреевсем хăтлă та илемлĕ çĕнĕ çурт та çĕкленĕ. Карапай Шăмăршăри пуçаруллă та тăрăшуллă тепĕр çамрăк çемье _ Сергейпе Алена Яковлевсен. Çемье пуçĕ Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне пĕтернĕ те тăван ялах таврăннă. Илемлĕ те вашават хĕрпе паллашса хăйсен йăвине çавăрнă. Шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Сергей _ лесникра, Алена Çĕнĕ Тăрăнта лавккара вăй хурать. Тавар туянакансемпе яланах кăмăллăн калаçать çамрăк хĕрарăм. Хăйсен ĕçĕсене чунтан юратса пурнăçлаççĕ Андреевсем. Паллах, ялта пурăнакансем выльăх-чĕрлĕхсĕр те пурăнмаççĕ, вĕсемсĕр кил карти тăлăх-çке. Яковлевсен килĕнче пĕр ача та çитĕнет, çамрăксен кăмăлне вăл яланах çĕклет. Александрпа Вероника Филипповсен çемйи те ял хушшинче лайăх енĕпе кăна палăрса тăрать. Çамрăксем пур ĕçре те пуçарулăхпа, пултарулăхпа тĕлĕнтереççĕ. Килĕштерсе пурăнакансемшĕн нимĕнле ĕç те йывăррăн туйăнмасть. Вĕсен ĕçĕпе хуçасем те кăмăллă. Александр Патăрьелĕнче ведомство хуралĕнче, Вероника ялти лавккара сутуçăра ĕçлеççĕ. Пĕр ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтереççĕ, хăйсем пекех маттур та ĕçчен пулма пĕчĕкренех хăнăхтарса пыраççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ вĕсем. Чун-чĕререн юратса туса пырать хăйĕн ĕçне Ольга Никитина. Вăл ялти садикре воспитательте вăй хурать. Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхеллĕскере ачасем те питĕ юратаççĕ. Упăшки те хăйĕн пекех ырăскер унăн. Алексей Шăмăршăри "Кăнтăр электросечĕ" организацире водительте тăрăшать. Хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлать. Килĕшỹллĕ çемьере икĕ ача çитĕнет. Асăннă çемьерисем пек пултаруллă та пуçаруллă, ĕçчен те маттур çамрăксем пулсан ял пĕтместех. Вăл татах та аталанса, вăйланса пырасси куç умĕнчех. Ахальтен каламаççĕ вĕт: "Ĕç çĕклет, ỹркев ỹкерет", _ тесе. Çакна Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа та вĕсен ỹркенсе ларма, юлхавлăн пурăнма вăхăчĕсем те çук. Çамрăкĕсем ватăсенчен ыр тĕслĕх илсе вĕсен ĕçне малалла тăсаççĕ. Вĕсем пекех ят-сумлă та хисеплĕ пулма тăрăшаççĕ.
А.МИХАЙЛОВ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"