Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çакнашкал çынсемпе ял илемлĕ

12 марта 2010 г.

 

СВЕТЛАНА Петровна тесен, ялта ăна пурте лайăх пĕлеççĕ. Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнчи хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ вăл, вăтам пĕлỹ илни çинчен калакан аттестата алла илсен Ульяновск хулинчи проф-техучилищĕрен повар-кондитера вĕренсе тухнă. "Хирти сарă чечеке хитре куçпа кам пăхмĕ?" _ тенĕ тахçан хăйĕн вилĕмсĕр поэминче чăваш поэзийĕн классикĕ К. Иванов. Нарспи пек чипер хĕре кỹршĕ районти Карапай Шăмăршă каччи Василий Сидоров тĕл пулнă та, вĕсен юратăвĕ çемье çавăрнипе вĕçленнĕ. Качча килсен çĕнĕ çын тỹрех ун чухнехи Киров ячĕпе хисепленекен колхоз столовăйĕнче ĕçлеме тытăннă, хĕрỹ ĕççи тапхăрĕсенче хуçалăх ĕçченĕсене тутлă апатпа савăнтарнă. _ Чаплă ресторантинчен пĕрре те кая мар, _ çапла хак панă ун ĕçне ял çыннисем. Ку çеç-и тата: кăнтăрлахи апата районти тĕрлĕ шайри пуçлăхсем ятарласа килни те тăтăш пулнă. Вăтăр çул çак ĕçре пулнă С.Сидорова, çав хушăрах бригадăри тĕрлĕ ĕçсене те хастар хутшăнма тăрăшнă. Светлана Петровна _ виçĕ ача амăшĕ, пĕр хĕрпе икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ. Сăмах май, икĕ ывăлĕ те _ Сергейпе Петя _ салтакра пулнă, Сергей вара, вĕри точкăсенчен пĕринче хĕсметре тăнăскер, патшалăх наградине те тивĕçнĕ. Пултаруллă, ỹркенмен хĕрарăм вăл С.Сидорова, ĕçчен çын пулнисĕр пуçне пултарулăхĕ пысăк пулнипе те палăрса тăрать. Вăл _ Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕ çумĕнчи "Шăнкăрав" фольклор ушкăнĕн чи активлă членĕсенчен пĕри. Пĕр культура мероприятийĕ те вăл хутшăнмасăр иртмест, пĕр репетицие те сиктермест. Кунсăр пуçне алă ăсти те Светлана Петровна: çăм арлать, тĕрлет, çыхать, çĕлет. Унăн çемçе тутăрĕсене те пăхса ытараймăн. Çак ăсталăха вăл хăйĕн кинне те _ пĕрле пурăнакан Петя ывăлĕн Катерина мăшăрне те хăнăхтарать. Выльăх-чĕрлĕх те нумай усраççĕ Сидоровсем. Светлана Петровна çавăн пекех кашни çулах кăмпа-çырла та нумай пухать, вăрман çимĕçĕсене ачисем, çывăх тăванĕсем валли те самаях хатĕрлет. Нумаях пулмасть С.Сидорова аллă çул тултарчĕ. Çур ĕмĕр çакăн пек маттур хĕрарăмшăн нумай-и вара? Ăна тата çакăн чухлех, ытларах та пурăнма çеç сунас килет _ мĕншĕн тесен, ял çакăн пек çынсемпе илемлĕ. Кăмăлу сан ырă-ырă, Аллусем вара _ ĕçчен. Эсĕ юрласассăн юрă, Ал çупаççĕ темĕнччен. Малашне те пул хастар, Çынсене эс савăнтар!

 

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика