17 сентября 2009 г.
"ЛАША пек ĕçлет", - теççĕ халăхра ывăнма пĕлмесĕр, ларса канма вăхăт тупаймасăр тăрăшакан çын пирки. Чăнах та, ялта лашапа вун-вун ĕç пурнăçлаççĕ, техника ĕмĕрĕнче те çак выльăха пăрахăçа кăларма май çук. Тĕрĕссипе, темиçе çул каялла лашасем çине алă сулнăччĕ-ха, пысăк хуçалăхсенче те пĕр теçеткерен ытла юлманччĕ. Юрать-ха, пурнăç ялта лашасăр пурăнма май çуккине çирĕплетсе пачĕ. Виçĕ-тăватă михĕ хурса армана каятăн-и, милĕк касма вăрмана-и _ лашаран лайăххи урăх нимĕн те çук. Кỹршĕ яла хăнана кайнă чух те лаша çуни чи шанчăклă транспорт хатĕрĕ. Пĕр-икĕ черкке пушатсан та ГАИ сотрудникĕ курман-илтмен пек пулать... Утă вăхăтĕнче те, çĕр улми лартнă-кăларнă чухне те лашаллă çын _ чи телейли, чи хисепли. Паян хăш-пĕр ялта аллă-утмăл лаша та шутланать, "Исток" ОООра ятарлă ферма та йĕркеленĕ. Лашасен шутне тата та ỹстерсен те аван. Чи йỹнĕ ĕç выльăхĕ вăл, лаша усракан нихăçан та хур курман. Çапах та ваттисем: "Лаша усрас тесен лаша пек ĕçлемелле", - тенине те манмалла мар. Утă-улăмне те хатĕрлемелле, сĕлĕ çинчен те шутламалла... Ăратлăха та лайăхлатса пымалла. Акатуйра е ипподромри пысăк ăмăртусенче çĕнтерме пултаракан лашасем ытларах кирлĕ. Хаклă парнесене тепĕр чух кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнчен е ытти çĕртен килнĕ лаша хуçисем илсе кайни кăмăла пăсать. Эпир мĕншĕн кайра? Малашне Шăмăршă районĕн урхамахĕсем яланах малта пуласса шанас килет.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"