Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Контейнерта... йытă çурисем

14 сентября 2009 г.

 РАЙОН хаçачĕн кăçалхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче пичетленнĕ номерĕнче Н.Кудряшов автор çỹп-çап ыйтăвне çивĕч çĕкленĕ. Чăнах та, контейнерсем тулса тăкăннă тĕслĕхсене кашни ялтах курма пулать. Айăпне коммунальщиксем çине кăна йăвантарни тĕрĕс мар туни пулĕччĕ. Шел те, халăх культури пĕчĕк, ăнлантарсан та хăлхана чикесшĕн мар. Мĕн кăна пăрахса тултармаççĕ-ши контейнерсене? Стройматериал юлашкисемпе, улма авăрĕпе, кивĕ телевизорпа е юрăхсăра тухнă холодильникпа, ещĕксемпе тултарса хураççĕ те, килти типĕ çỹп-çап валли вырăн та юлмасть. Пĕр урамри контейнера йытă çурисене те пырса пăрахнă чунсăр çын. Пирĕн ялти контейнерсене кашни юн кунах пушатса каяççĕ. Çавăнпа та эпĕ ял çыннисене ытлари кун каçхине е юн кун ирпе хăйсен хуçалăхĕнчи çỹп-çапа михĕсене е пакетсене тултарса контейнер çумне пырса хума сĕнесшĕн. Ун пек тусан, контейнер тулса тăкăнмĕччĕ, тавралăх та вараланмĕччĕ. Тасалăхпа тирпейлĕхшĕн пурин те тăрăшмалла, çỹп-çап контейнерĕсем вырнаçтарни пире цивилизаци шайне çитме пулăштăрччĕ.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика