05 сентября 2009 г.
"КАРТИШ выльăхпа илемлĕ", _ теме юратать Карапай Шăмăршăри Варфоломей Сергеев. Икĕ ĕне, теçеткене яхăн сыснапа сурăх усрать çак ĕçчен çемье, тупăшне те самаях курать. Сергеевсем тулăх пурнăçпа пурăнаççĕ, вĕсен сĕтелĕ яланах пуян. Йышлă выльăх-чĕрлĕх усракансем тата та нумай. Акă, Виктор Александров çемйи виçĕ ĕнепе вун пилĕк сысна, Александр Степанов çемйи теçетке ытла сурăх усрать. Николай Давыдов çемйи сысна ĕрчетес енĕпе специализациленнĕ: ăратлă амасене çăвăрлаттарса çурасем сутаççĕ. Çĕнĕ Тăрăнти Валентин Яковлев çемйи те _ ĕçченнисен шутĕнче. Мăйракаллă шултра выльăхсем _ виççĕ тан. Ялта çеç мар, районта та хисеплĕ çын, ĕç ветеранĕ Василий Денисов та пурне те ырă тĕслĕх кăтартать. Икĕ ĕнепе икĕ вăкăр, тăватă сысна усраççĕ вĕсем. Сысна амисене çăвăрлаттарса тупăш кураççĕ. Икĕ ялта та хур-кăвакал нумай, чăх-чĕп те йышлă ĕрчетеççĕ. _ Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе нимĕнле чăрмав та çук, _ пĕлтерчĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов. _ Халĕ ĕлĕкхи пек вăрманта кăна утă çулмаççĕ, хирте уйăрса панă çĕр çинче выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтереççĕ. Ялти фермерсем çĕре арендăна панăшăн пĕр пай пуçне центнер çуршар тырă валеçрĕç. Кама утă кирлĕ, утă та пачĕç.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"