Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карапай Шăмăршăсен тепĕр ĕмĕчĕ-фонтан тăвасси, палăк лартасси

19 марта 2009 г.

Клуб - ял тăрăхĕн пуçлăхĕн сăнĕ. Çапла шухăшлать Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В.Денисов.

- Хăнасене ман пÿлĕмре мар, клубра кĕтсе илетпĕр вĕт, маншăн вăл хамăн киле илсе кайса кăтартнă пек, - мĕншĕн ун пек каланине ăнлантарать вăл.

Çавна пула Карапай Шăмăршăсем хăйсен клубне май пур таран тирпейлĕ те таса, илемлĕ тытма тăрăшнă. Тăрăшулăхне кура хаклавĕ те - кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче кунта тĕслĕх культура учрежденийĕ уçнă.

Ку манăн, ку санăн тени çук

Тĕслĕх клуб учрежденийĕсене тăвасси - тĕслĕх библиотекăсен тăсăмĕ. Пирĕн республикăра 880 культурăпа кану çурчĕ, вĕсенчен 865-шĕ - ялта. Клубсенче 6070 секци-кружок ĕçлет, вĕсене 80302 çын çÿрет. 2008 çулта клубсем 127937 мероприяти ирттернĕ. «Культура учрежденийĕ ялти çыншăн канмалли, юлташсемпе тĕл пулмалли, вăхăта усăллă ирттермелли вырăн пулмалла», - тенĕ ЧР Президенчĕ 2007 çулхи чÿк уйăхĕнче йышăннă Указĕнче. Çак тĕллев юсаса çĕнетнĕ клубра мĕнле пурнăçланнине тĕпчеме Шăмăршă районне çул тытрăмăр.

Кăнтăр кунĕнче клубра никама та тупаймасран шикленни кăлăхах пулчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В.Денисов хăй кĕтсе илчĕ. Мĕн пур мероприятие хатĕрленнĕ çĕре хутшăнма тăрăшаканскер клуба кунне темиçе те кĕрсе тухать иккен.

Культура вучахĕ чăнласах тĕл пулмалли вырăн кунта, 2-3 сехетре миçе çын кĕрсе тухнине шутласа та кăлараймăн. Пĕрисем библиотекăна /клуб çуртĕнче вырнаçнă/ кĕреççĕ, теприсем, пасарта шăннăскерсем, ăшăнмалла кĕрсе фойере бильярдла выляççĕ.

Республика программипе клуб валли çĕнĕ техника илме май пуррине Карапай Шăмăршăсене пĕлтĕрхи çулла çеç пĕлтернĕ. Çак вăхăтра мĕнле хатĕрленсе çитернĕ-ха? Темех туман-мĕн. Клуба 2002 çултах газ кĕртнĕ, 2003 çулта тĕпрен юсанă, çурт тăррине çĕнĕрен витнĕ, шал енчен эрешлĕ хăма çапнă. Пĕлтĕр чÿрече рамисене улăштарнă, электропроводкăна çĕнетнĕ. Çуркунне çеç сигнализаци кĕртнĕ. Пĕтĕм ĕçе ял тăрăхĕ хăй вăйĕпе тунă. Калăпăр, электропроводкăна улăштарма çеç 40 пин тенкĕ кайнă. Ял тăрăхĕсен укçа çук тенине час-часах илтме хăнăхнă та - тÿрех ыйту çуралать: мĕнле вăйпа? Владимир Васильевича ман ыйту тĕлĕнтерет:

- Хамăршăн вĕт. Библиотекăна кăçал çеç çĕнĕ система блокĕ, тĕслĕ тата хура-шурă принтерсем туянса патăмăр, халĕ акă клубра та хаклă техника.

Ку санăн, ку манăн тесе уйăрма хăнăхман кунта. Сăмах май, администраци çуртне халĕ çеç - библиотекăна, клуба çĕнетнĕ хыççăн - юсама пуçланă.

Пĕрлехи вăйпа

- Эсир дискотекăсем ăçта ирттеретĕр вара? - пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче килсен ĕç-пуç мĕнле пынипе кăсăкланнă май ыйтнă культура министрĕ Р.М.Лизакова. Ара, ташă каçĕсем иртекен вырăнта урай сăрри тăмасть-çке.

- Ак кунта, фойере, - хуравланă культура çурчĕн директорĕ, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ З.Н.Падюкова. - Кашни çулах юсатпăр-сăрлатпăр.

Кăçал юсамарăн тăк тепĕр çул самай нумай укçа кăларса хума тивессине шута илеççĕ ĕнтĕ.

Тĕслĕх кану центрĕ тунă май Карапай Шăмăршă клубне çур миллионлăх оборудованипе тивĕçтернĕ: сасă, çутă, видеопроекци аппаратури /248 пин те 896 тенкĕлĕх/, музыка произведенийĕсене аранжировка тумалли лицензиллĕ программăллă компьютер, лазерлă принтер, сканер /54 пин те 777 тенкĕлĕх/, сцена костюмĕсен комплекчĕ /100 пин тенкĕлĕх/, чаршавсем, чÿрече каррисем /52 пин тенкĕлĕх/. Анчах çакăнпа çырлахман Карапайсем, хăйсен тÿпине те хывнă. Сценăн кайри чаршавне çĕлеме пусма çитмен те хăйсен укçинчен саккас панă, ытти ĕçе пурнăçланă - тепĕр 100 пин тенкĕлĕх юсанă-çĕнетнĕ.

Çĕнĕ оборудованипе хальлĕхе туллин ĕçлесе курман-ха. Сăлтавĕ - техникăна пĕлекен специалист çукки. Тепĕр çул ку енĕпе пĕр çамрăка вĕренмешкĕн яма шухăшлаççĕ. Е ятарлă курссем ирттерессе шанаççĕ.

Суйлавра мĕншĕн хастар?

- Зина, ак çак кĕнекене тупса килтĕм, пăх-ха, пире юрăхлисем пур пек, - çак вăхăтра пÿлĕме çуркаланса пĕтнĕ кивĕ кĕнеке йăтнă кинемей кĕрет. Паллашрăм: Мария Ивановна Львова - фольклор ушкăнĕн хастарĕ.

Халĕ вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене тупса халăх умне кăларасшăн-мĕн.

- Ĕлĕкхи юрăсене пухма тăрăшатпăр, ак Мария Ивановнăпа Лидия Александровна Денисова пулăшса пыраççĕ, - ăнлантарать Зинаида Николаевна. - Кашни районта çеç мар, кашни ялта йăла-йĕрке, юрă-ташă расна вĕт. Çавсене сыхласа хăварма тăрăшмалла пирĕн.

Кружоксемпе секцисем клуб çумĕнче тахçанах ĕçленĕ. Вĕсем хăçан йĕркеленнине ас тумаççĕ те. Юлашки вунă çулта районти смотр-конкурсра призлă вырăна пĕрре те вĕçертмен. Фольклор ушкăнĕ çумĕнче хĕрарăмсен ансамблĕ, хор пур.

- Пирĕн патра суйлава хутшăнакансен йышĕ яланах пысăк, сăлтавне пĕлетĕр-и? - вăрттăнлăхне уçма хирĕç мар Зинаида Николаевна. - Пултарулăх ертÿçипе Н.А.Медведевăпа кашни суйлав тĕлне ял хастарĕсене пухса концерт е спектакль хатĕрлетпĕр. Пĕтĕм ял пуçтарăнать.

Шкулта, ача садĕнче ĕçлекенсем уйрăмах пуçаруллă-мĕн. Фольклор ушкăнне вара пенсионерсем çÿреççĕ. Малтанах темиçе çын çеç пулнă, халĕ тăхлачисемпе хăтисене, кумĕсене те явăçтарнă, çапла 25-ĕн пухăннă та. Халĕ вĕсене пурне те çĕнĕ кĕпесем тăхăнтартнă, анчах хальччен те аптраман. Хăйсен укçипе пĕр пек тум çĕлеттернĕ, ăмăртмалла тĕрленĕ. Темиçе комплект та пухăнма ĕлкĕрнĕ. Хастар купăсçăсем те пур Карапайра, чăваш юрри-кĕвви купăс сассисĕр мĕнле-ха? Çĕнетнĕ клуб валли хатĕрленĕ комплекта пĕр баян е купăс кĕртменшĕн çеç кулянаççĕ вĕсем. Пуçĕпех компьютер çине куçни аванах мар.

- Калăпăр, çутă аппаратури кун пекех чапли пулмасан та, перекетленнипе музыка инструменчĕ панă тăк... - малашне ытти клубсем валли оборудовани хатĕрленĕ чухне çак шухăша шута илессе шанаççĕ.

Пĕчĕккисем халиччен клуба ташлама çÿренĕ, «Асамат кĕперĕ» тата «Çăлтăр» кружоксенче 65 ача пултарулăхне аталантарнă, ертÿçи А.В.Нефедова район центрĕнчи пултарулăх çуртĕнчен килнĕ, халĕ вăл пĕчĕк ачапа ларать. Каччăсене ытларах спорт илĕртет.

- Ялсенче темшĕн пĕр спорт тĕсне çеç аталантараççĕ: пĕрисем кĕрешеççĕ, теприсем футболла выляççĕ. Ман шутпа, тĕрĕс мар ку, кашни хăйне килĕшекеннине суйласа илейтĕр. Калăпăр, çÿллĕ мар каччăна мĕншĕн волейболла выляттармалла, спортран пачах сивĕнет вăл кун пек, çав вăхăтрах унран лайăх хоккеист пулать. Çавăнпа та пирĕн патра «Темп» хоккей тата футбол командисем пур, волейболла та вылятпăр, йĕлтĕрпе те чупатпăр, алă вăйне те виçетпĕр. Ыран çеç икĕ мероприяти: «Ылтăн шайба» республика ăмăртăвĕ тата Афганистанран çарсене илсе тухнăранпа 20 çул çитнине халалласа район ăмăртăвĕ, - ăнлантарать Владимир Васильевич.

Аслисене те спортран пистересшĕн мар. Шашка-шахмат клубĕ ĕçлет. Ватăсем пушă вăхăтра килсе ларма ÿркенмеççĕ, пешкăсене куçарнă май ялти хыпарсене сÿтсе яваççĕ. Ахальтен-и пĕлтĕр Г.П.Елисеев район чемпионĕ пулнă. Шашка-шахмат комплекчĕсене музее пама вăхăт çитнĕ пулин те /20 çул каяллахисемех вĕсем/ пурте типтерлĕ упранаççĕ. Пĕлтĕр район ăмăртăвне килсен Васанти пĕр ватă кун чухлĕ комплект ниçта та курманран тĕлĕннине пытарман, Карапай Шăмăршăсем хайхие пĕр хăмине асăнмалăх парса янă.

Çавăн чухлĕ ăмăрту, мероприяти ирттерме, паллах, укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ. Ял тăрăхĕн бюджетĕнчен çакăн валли çулсерен 30 пин тенке яхăн уйăраççĕ. Унсăр пуçне хăйсем те ĕçлесе илме тăрăшаççĕ, тÿлевлĕ дискотекăсем ирттереççĕ. Малтанах çакна хирĕçлекенсем тупăннă. Анчах пĕр çулхине ташă каçĕсенче пухăннă укçапа аран-аран «сывлакан» магнитофон вырăнне çĕннине туяннă та мăкăртатакансем лăпланнă.

Çапах та юлашки çулсенче мероприяти ирттерме йывăрланса çитнине палăртаççĕ клуб ĕçченĕсем. Çамрăксем ялта сахаллипе çыхăннă çакă. Пĕр-пĕр концерта е ăмăртăва хатĕрленсе çитертĕн çеç - Мускава ĕçлеме тухса каяççĕ. Çав вăхăтрах, Владимир Васильевич шухăшĕпе, пĕр çул ăмăртуран юлтăн тăк команда саланать. Çавăнпа тепĕр чухне килрен киле çÿресе çамрăксене пуçтарни те, автобус пулманран ăмăртусене çăмăл машинăпа темиçе хутласа леçни те пулкалать.

Клуб умĕнче фонтан «ташлатăр»

Районта пĕрремĕшĕ тесе чарăнса ларасшăн мар Карапай Шăмăршăсем.

- Халĕ тулашне илемлетмелле, - пĕр харăс ăнлантараççĕ Владимир Васильевичпа Зинаида Николаевна.

- Акă пуш уйăхĕнче 4-5 ещĕк чечек лартăпăр, çулла килсе курăр-ха, пирĕн кунта çăвĕпе тем тĕрлĕ чечек ешерет, - чĕнет клуб пуçлăхĕ.

- Ман ĕмĕтре - çакăнта фонтан тăвасси, Афганистанра пуç хунисене асăнса палăк лартасси, - сăмахне тăсать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Малашне спорта аталантарассипе ытларах ĕçлессине палăртать вăл. Сывă тăк ĕçлеме те, юрлама-ташлама та вăй-хал, кăмăл пулĕ.

- Эсир Шупашкартанах килнĕ-и вара? Зина каларĕ-ха хаçатран тесе, - тет клубран манпа пĕрле тухакан кинемей, Зинаида Николаевна патне çурт докуменчĕсен ыйтăвĕпе канаш ыйтма килнĕскер. - Пирĕн клуб ĕçне йăлтах Зина тытса пырать, вăл пулмарĕ тĕк клуб пĕтет, çаплах çыр. Хăть камран ыйтсан та çаплах калĕ.

2-3 сехет хушши калаçрăмăр пулин те Зинаида Николаевнăран «эпĕ турăм», «эпĕ тăрăшнипе» тенине пĕрре те илтмерĕм. Ял халăхне вара улталаймăн, 45 çул хушши культура вучахĕнчен тухма пĕлмест-çке вăл. Кашни ялта çакăн пек пĕр çын тупăнсанах халăх культури пĕтмĕ, клубсем пĕтĕм ял-йыша пĕрлештерекен кану вырăнĕ пулĕç.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика