Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи вăрманта _ экскурсире

29 октября 2008 г.

НУМАЯХ пулмасть эпир, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти 4-мĕш класра вĕренекенсем, хамăрăн учительница Н.И.Полякова ертсе пынипе, вăрмана экскурсие кайрăмăр. Кĕрхи вăрманта питĕ илемлĕ, сывлăш уçă. Ура айĕнче сарă, хĕрлĕ, хăмăр, кĕрен çулçăсем чăштăртатаççĕ. Вăрман тĕрлĕ тĕслĕ хитре кавирпе витĕннĕн курăнать. Йывăçсем çинчен юлашки çулçăсем вĕлтĕртетсе анаççĕ, пăлтăр-палтăр çаврăнса ура айне ỹкеççĕ. Халĕ вăрманта кайăксен сасси шăпланнă ĕнтĕ. Юнашарах, ăвăслăхра, ула такка йывăçа таккани илтĕнет. Пĕр-пĕринпе хавассăн калаçнă май гербари валли вĕрене, ăвăс, юман тата хурăн çулçисем пуçтартăмăр. Пире вĕрентекен Нина Ивановна кăмпасем те тупрĕ, вĕсемпе кашнийĕнпех паллаштарчĕ, ячĕсене каларĕ. Кунсăр пуçне учительница наркăмăшлă кăмпасене те кăтартрĕ, вĕсене татмалла маррине, сывлăхшăн сиенлине асăнчĕ. Эпир, кăштах ĕшеннĕскерсем, савăк кăмăлпа киле таврăнтăмăр. Самаях çаралнă, анчах хăйне евĕр илемлĕхпе палăракан, кĕрхи тунсăхпа тулнă тăван тăрăхри вăрман чун-чĕрере ырă та ачаш туйăмсем хăварчĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика