Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт тунă, ачасем ỹстернĕ

02 августа 2008 г.

ÇĔНĔ ТĂРĂНТИ çирĕп те туслă çемьесенчен пĕри _ Яковлевсен çемйи. Валентин Степановичпа Ольга Ивановна пĕр çемьене пĕрлешнĕренпе часах 40 çул çитет ĕнтĕ. Кунсăр пуçне килĕшỹллĕ çемьере паллă пулăмсем тата та пур: кăçалхи январьте Ольга Ивановна хăйĕн 60 çулхи юбилейне палăртнă, унăн мăшăрĕ Валентин Степанович вара çакнашкал датăллă юбилее çывăх кунсенчех _ августăн 5-мĕшĕнче уявласа ирттерет. Карапай Шăмăршăри Ольга Петьковапа (хĕр чухнехи хушамачĕ) Çĕнĕ Тăрăнти Валентин Яковлев ялти 8 çул вĕренмелли шкулта пĕр класрах пĕлỹ пухнă. 1964 çулта свидетельство илсен, Валентин, çемьере кĕçĕнни пулнă май, тĕп килтех пурăнма юлнă, колхозра уй-хир бригадинче ĕçлеме пуçланă. Оля, вăтам пĕлỹ илсе малалла вĕренме ĕмĕтленнĕскер, _ вăл шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕренсе пынă _ Патăрьелĕнчи вăтам шкулта пĕлỹ пухма тытăннă. 9 класс пĕтерсен хăш-пĕр йывăрлăхсене пула (çемьере 5 ача пулнă) тантăшĕсемпе пĕрле Курган хулине тухса кайнă, унта медицина препарачĕсем туса кăларакан завода ĕçе вырнаçнă. Хĕрỹ ĕçре 3 çул сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. Çуралнă кĕтесшĕн тунсăхланă май, 1968 çулта Оля тăван яла таврăннă, Карапай Шăмăршăри вăрман пунктĕнче хăма çуракан цехра ĕçлеме пуçланă. Клубра тата вăрман пунктĕнче (Валентин Яковлев кунта трактористра вăй хунă) тĕл пулнă самантсенче сарă хĕрпе сăпайлă каччă хушшинче туслăх кĕперĕ хывăннă. Валентин киносеанссем хыççăн Ольăна каçсерен килĕ умне ăсатнă. Икĕ чĕрере юрату хĕлхемĕ илемлĕн ялкăшнă май, малашне пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайманнине туйса, 1969 çулхи январьте вĕсем пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Ялта ĕçченлĕхпе палăрса тăракан Яковлевсен туслă çемйинче 2 хĕрпе пĕр ывăл çуралнă. Вĕсене тивĕçлĕ воспитанипе пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларасси кил хуçипе унăн арăмĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăнă. Пĕрлех вĕсем кирпĕчрен çĕнĕ çурт-йĕр çавăрнă, хуралтăсем тунă. 1973 çулта Валентин Степанович Киров ячĕллĕ колхоза ĕçлеме куçнă. Малтанхи çулсенче кивĕрех МТЗ_50 тракторпа ĕçленĕ, каярахпа, пултарулăхĕпе хастарлăхне кура, ăна вĕр-çĕнĕ МТЗ-82 трактор шанса панă. Тĕрлĕ ĕçре çаврăннă В.С.Яковлев. Ытларах чĕкĕнтĕр уйĕнче тар юхтарнă: акнă, йăрансене çемçетсе кăпкалатнă, кĕркунне ферма патне турттарнă. Вырма тапхăрĕнче хирте волокушкăпа улăм пуçтарнă, стогометательпе купаланă. Хĕлле те унăн тракторĕ ахаль ларман _ механизатор колхоз валли вăрман кăларнă çĕрте вăй хунă. Колхоз руководителĕсем хушнă пĕр ĕçрен те пăрăнса юлман, кутăнлашса тăман. Ачаран ĕçе хăнăхнăскер, кашни задание тĕплĕн пурнăçлама тăрăшнă. Тул çутăлнă-çутăлман тухса кайнă та ĕçе, хĕвел ансан киле таврăннă. Ĕçне кура _ хисепĕ. Ял хуçалăх культурисене çитĕнтерес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçленĕшĕн, ăмăртури çитĕнỹсемшĕн Валентин Степановича Чăваш АССР Аслă Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи", "Тăххăрмĕш пилĕк çуллăх ударникĕ" знаксемпе, район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Кунсăр пуçне "Районти чи лайăх механизатор" (1982 ç.) хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Вăрман пункчĕн администрацийĕ тата колхоз парвленийĕ панă Грамотăсемпе Тав хучĕсем те нумай. Ĕçчен механизатора ял-йыш 3 хутчен ял Совечĕн депутатне суйланă. О.И.Яковлева вăрман пунктĕнчи хăма çуракан цехра 10 çул ĕçленĕ хыççăн 28 çул станочницăра вăй хунă. Ĕçре яланах хастарлăхпа палăрса тăнă, мастер хушнă хуть мĕнле ĕçе те вăхăтра пурнăçланă. 2003 çулччен, тивĕçлĕ канăва кайиччен, Киров ячĕллĕ хуçалăхра уй-хир бригадинче ĕçленĕ. Ĕçри тăрăшулăхшăн Ольга Ивановнăн сăн ỹкерчĕкне вăрман пункчĕн Хисеп хăми çине вырнаçтарнă, Грамотăсемпе, парнесемпе чысланă. Ял-йыш ăна 2 хутчен ял Совечĕн депутачĕ пулма шаннă.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика