Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂМĂЛУ САН ЫЛТĂН, АТТЕ!

12 июля 2008 г.

ПИРĔН атте _ Васанта çуралса ỹснĕ, тăван хуçалăхра 43 çул хушши пĕр улшăнмасăр гусеницăллă тракторпа ĕçленĕ Геннадий Дмитриевич Ефимов _ ыран хăйĕн юбилейне паллă тăвать. Утмăл çул хушши утса çỹрет вăл çак çĕр çинче. Çуркунне сухаласа тырă акать, çулла ылтăн пучахсем тулнине курса савăнать, кĕркунне хирти пуянлăха пухса кĕртет... Аттен ĕç кĕнекинче тем чул йĕрке çырăнман. Вун ултă çула çитсен Етĕрне хулинчи професси училищинчен тракториста вĕренсе тухнă. Виçĕ çул ĕçлесен Совет Çарне службăна кайнă. Венгрире, "вĕри точкăра" интернационалла тивĕçне пурнăçланă. Салтакран таврăннăранпа паян кунчченех тăван уй-хиртен уйрăлаймасть атте. Малтан "Гвардеец" хуçалăхра тăрăшнă, халĕ "Исток" ОООра вăй хурать. Хастар ĕçшĕн аттене III степень Ĕç Мухтавĕн орденне парса чыс тунă. 1971 çулта хастар тракторист Кивĕ Шăмăршă ялĕнче пурăнакан Л.Куприяновапа пĕр çемье çавăраççĕ. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ вĕсем, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Эпир аттепе анне умĕнче ĕмĕр парăмра. Кăмăлĕшĕн, ĕçчен аллисемшĕн аттене ялта хисеплеççĕ. Пенси çулне çитрĕ пулсан та, атте ĕçрен пĕр кун та уйрăлмасть. Вăрмана каймалла-и, армана-и, кĕтỹ кĕтмелле-и е çĕрулми йăранĕсене çырмалла _ аттен алли пур çĕре те çитет. Хаклăран та хаклă аттеçĕм! Юбилей ячĕпе сана икĕ ывăлупа икĕ кинỹ, хĕрỹпе кĕрĕвỹ, пилĕк мăнуку, хăту-тăхлаччусем, мĕнпур тăвансем тата кỹршĕ-аршăсем чун-чĕререн саламлаççĕ, юман пек çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика