Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăçа халалласа _ литература каçĕ

22 марта 2008 г.

 

 

ХАÇАТРА çырнăччĕ ĕнтĕ: кăçал Шăмăршă тăрăхĕнчен тухнă малтанхи поэт Петр Александрович Падиаров çуралнăранпа 115 çул çитет. Çакна халалласа нумаях пулмасть Виçпỹрт Шăмăршă ял библиотекинче _ сăвăçăн тăван ялĕнче _ литература каçĕ пулса иртрĕ. Унта ял çыннисем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсен хушшинче _ поэта ас тăвакан ватăсем тата унăн çывăх тăванĕсем. Сăвăçа ялта Петрухха тесе чĕннĕ-мĕн. Ялти шкул хыççăн ача Хурăнвар-Шăхалĕнчи шкула кайса кĕнĕ. 1914 çулта унтан ăнăçлă вĕренсе тухнă та Хусана çул тытнă, унти çар училищинче вĕренме тытăннă, çав çулах вăл Хусанти тĕн семинарийĕнче вĕренме тытăнни паллă. Граждан вăрçи пуçланнăран, вăл ăна пĕтереймен пулас. Сăвăçăн çакăн хыççăнхи кун-çулĕ паллă мар. П. Падиаров 1912 çултах Хусанти тĕп издательствăра уйрăм кĕнекен пичетленсе тухнă "Аташса кайнă çын" поэма авторĕ пулнипе паллă. Унран маларах, ахăртнех, литература каçалăкĕ умне тăракан ентешсем пулман пулас. Литература каçĕнче поэтăн çывăх тăванĕсем _ Павел Андреевич тата Лев Николаевич Падиаровсем Падиаровсен йăх-несĕлĕсемпе паллаштарчĕç, хăйсен ашшĕсем Петрухха тетĕшĕ çинчен каласа панисене аса илчĕç. Районти паллă хаçатçăн Н. О. Падиаровăн амăшĕ çапла аса илетчĕ, теççĕ: "Те 1918, те 1919 çулта Петрухха хăйĕн ординарецĕсемпе яла килсе икĕ каç выртса кайрĕ. Çап-çутă атăпа хăй. Пиçиххинчен хĕç çакса янă". Штабс-капитан чинĕллĕ пулнă ун чух П. Падиаров. Ялти ватăсем каланă тăрăх, Петрухха Пăва таврашĕнче шурă гвардеецсене хирĕç те çапăçнă. Ку тăрăхра ăна Виçпỹрт Шăмăршă çынни, Керĕм ятлăскер, курнă пулать-мĕн. Вăл çапла каласа хăварнă тет: "Пăвана шуррисем хупăрласа илсен, мана тарса ỹкме май килчĕ. Петруххана вара шуррисем çавăрса илчĕç. Вăл револьвертен темиçешне персе ỹкерчĕ. Анчах вăл вĕсенчен хăтăлаймарĕ. Те персе вĕлерчĕç ĕнтĕ ăна, те çакса _ нимĕн те татса калама пултараймастăп. Урăхран текех ăна тĕл пулма тивмерĕ". Районти пĕрремĕш поэтăн малашнехи шăпи паллă мар, терĕмĕр. Анчах Валентина Семеновна Падиарова çакăнпа лăпланса ларма шутламанни çинчен пĕлтерчĕ. _ Сăвăçăн кун-çулне тĕпчемелле, _ терĕ вăл, _ унăн ачисене, мăнукĕсене шыраса тупмалла. Мĕн каласан та, çын йĕп мар вĕт _ тĕлсĕр-йĕрсĕр çухалма пултараймасть. Тен, ăçта-тăр, документсем те сыхланса юлма пултарнă... П. Падиарова халаланă литература каçне хатĕрленсе ирттерме сăвăçăн çывăх тăванĕ П. А. Падиаров пысăк пулăшу пачĕ. Çакăншăн ăна ял-йыш ятĕнчен ăшшăн тав тăвас килет.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика