Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп çемье _ патшалăх тĕревĕ

19 марта 2008 г.

 

 

КĂÇАЛХИ çула Раççейре çемье çулталăкĕ тесе йышăннине питĕ вырăнлă тесе шутлатăп. Çирĕп çемье _ халăхăн тата патшалăхăн шанчăклă тĕревĕ. Йĕркеллĕ çемьесенче ачасем тивĕçлĕ воспитани илсе ỹсеççĕ, каярахпа Тăван çĕршывшăн усăллă çынсем пулса тăраççĕ. Çакна эпĕ, тăххăрмĕш теçеткере пыракан вăрçăпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ, çирĕплетсех калама пултаратăп. Пĕр-пĕрне лайăх пĕлсе, темиçе çул туслă çỹресе, ашшĕ-амăшĕн ăслă сăмахĕсене итлесе пĕрлешнĕ каччăпа хĕр килĕшỹллĕ те çирĕп çемье пулса тăнă таври ялсенчи ырă тĕслĕхсене питĕ нумай пĕлетĕп эпĕ. Хăш-пĕр çамрăксем мăшăрлану çине çиелтен пăхни питĕ шухăшлаттарать. Çамрăксен чи пысăк йăнăшĕ _ пулас мăшăрсем пĕр-пĕрне тĕплĕн пĕлменнинче. Ашшĕ-амăшĕн хỹттинче пурăннă вăхăтра вĕсем вĕри юрату туйăмĕсен ытарлă асамлăхĕпе пурăнаççĕ. Çемье çавăрсан, малашне хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçласан çамрăксем тĕрлĕ йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ. "Чуп-чуп уйăхĕ" вĕçленсен çамрăк упăшкапа арăмĕ пĕр-пĕрин çине кăмăлсăррăн пăхса ларнă, пур-çукшăнах хирĕçсе кайнă тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Вĕсене хăйсен малтанхи тусĕ-савнийĕ лайăхрах пулнăн, ытларах юратнăн туйăнать. Ку, паллах, ырри патне илсе пымасть. Тĕп ĕçрен таврăннă хыççăн çурт-хваттере тирпейлесси, апат-çимĕç пăçереси, кĕпе-йĕм çăвасси малти вырăнта тăмасть пулсан, кунашкал çемьен çирĕплĕхĕ сахал. Пĕр-пĕринпе пĕрлешиччен çакнашкал çынсем çемьере кам мĕн тума пултарнине шута илмен. Пĕрлех ашшĕ-амăшне те ỹпкев сăмахĕсем калас килет. Ывăл-хĕре пĕчĕкренех тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарса ỹстермелле. Ачасен çемьере кашнийĕн хăйĕн яланхи тивĕçĕ пулмалла. Калăпăр, ывăлсем ашшĕпе пĕрле куллен кил картине тислĕкрен тасатаççĕ, шыв кỹреççĕ, çулла вутă çурса купалаççĕ. Хĕр ачасен вара амăшне апат пĕçерме, тирĕк-чашăк çума, кĕпе-йĕм çума пулăшмалла. Çу кунĕсенче пурин те пĕрле пахчари тĕрлĕ пахча çимĕçе, çĕрулми-чĕкĕнтĕре çумкурăкран тасатмалла. Ашшĕ-амăшĕн ывăл-хĕре пулас çемьере мĕнлерех тивĕçсем кĕтнине те ăнлантармалла. Ашшĕ-амăшĕн çемьере ачасемшĕн ырă тĕсĕлĕх пулмалла. Вĕсем пĕр-пĕрне хисеплеменни, хирĕçсе пурăнни, кил-çуртри ĕçе юлхавлăн пурнăçлани ачасем çине куçать. Арçын ачасемпе хĕр ачасем _ пулас çемьесенчи кил хуçисемпе вĕсен арăмĕсем. Çемье пуçĕ юлхавлă _ авлансан ывăлĕ те çавнашкал кил хуçи пулать. Кил хуçин арăмĕ тирпейсĕр _ качча тухсан хĕрĕнчен те илем-тасалăх ан кĕт. Пĕрлех сывă пурнăç йĕркисем пирки те каламалла. Çемье пуçĕ туртать пулсан, сиенлĕ йăласем ачасенче те вăй илеççĕ. Сотовăй телефон усă курма питех те меллĕ, анчах та вăл хăш чухне çемьене аркатас хăрушлăх та кăларса тăратать. Калăпăр, каччăпа хĕр малтан туслă çỹренĕ. Анчах хĕр тепĕр йĕкĕте _ лайăх çемье пуçĕ пулма пултаракан çынна качча тухнă. Малтанхи каччи ăна, халĕ ĕнтĕ туслă çемье пуçĕн арăмне, мобильникпа шăнкăравласа чăрмантарма тытăнать, унчченхи ырă самантсене аса илсе улах вырăнта пĕрле ларма йыхравлать. Кун пек чухне çамрăк арăмăн: "Эпĕ _ качча тухнă çын, мана текех шăнкăравласа ан чăрмантар!"- тесе çирĕппĕн каласа хума вăй çитермелле, çемьепе çыхăнман ирĕклĕ хĕрсем йĕри-тавра нумай пулнине ăнлантармалла. Кун хыççăн çемье тымарĕ татах та çирĕпленĕ. Малтанхи каччă хăйне унпа вăхăтлăха усă курма тăрăшнине, çапла майпа çемье никĕсĕ тĕпренме пултарассине кил хуçи арăмĕн яланах асра тытмалла. Теприсем тата çамрăк арăма (упăшки килте пулман чухне) машинăпа ярăнтарса çỹреме ăшталанаççĕ. Çемьене упраса хăварас тесен кунашкал йĕкĕтсене хăйсен çулĕпе малалла вĕçтерме сĕнмелле. Çирĕп çемье чăмăртас тесен каччăпа хĕрĕн хăйсен характерĕсен шайлашăвне те шута илмелле. Енчен те вĕсем иккĕшĕ те холерик (хăвăрт çилленсе-вĕриленсе каякан çын) пулсан пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнасси иккĕленỹллĕ. Анчах чĕрене хистеймĕн _ пĕр-пĕрне юратакан холериксем çемье çавăрсан, хирĕçỹ-харкашу вăхăтĕнче пĕрин чĕнмесĕр тăма вăй çитермелле. Хăш-пĕр арçынсем мĕн пур хĕрарăма "юратса" тухма ĕмĕтленеççĕ. Кунта сăмах çемье пуçĕсем çинчен пынине вулакан ăнланать пулĕ. Анчах çакнашкал аскăнлăх йĕр хăвармасăр иртмест. Пĕрремĕшĕнчен, çакнашкал арçыннăн чун-чĕринче лăпкăлăх çук: киле юлса таврăннине унăн яланах суя аргументсемпе çирĕплетмелле. Иккĕмĕшĕнчен, вăл хăйĕн арăмне те яланах пăлханчăк туйăмсемпе çỹретет: "Паян кампа-ши?". Упăшкин "çул çỹревĕсем" пирки илтсе йăлăхнăскер, хĕрарăм юриех ют арçын ытамне кĕнĕ тĕслĕхсене те пĕлетпĕр эпир (хăйне те тавăрас тесе). Виççĕмĕшĕнчен, аскăн арçыннăн хĕрĕсем ашшĕшĕн вăтанса, хурланса çỹреççĕ. Тăваттăмĕшĕнчен, вăл çемьере хисепсĕр те шанчăксăр çын. Юлашкинчен çакна та калас килет. Туслă та çирĕп çемье ялта питĕ сумлă шутланать. Çемье вучахĕ илемлĕн ялкăшасси хамăртан килет.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика