19 марта 2008 г.
МАНĂН аннепе пĕр тăван куккан хĕрĕ _ Роза Петровна Терентьева _ 1928 çулта çуралнă. Çак кунсенче пирĕн хаклă çыннăмăр 80 çул тултарчĕ. Хамăр районти Хĕрлĕ Васан паççулккинче кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе пурăнса çак сумлă çула çитрĕ вăл. ... Ĕлĕкрех тĕп Васантан куçса кайнă çак ялта улăм витнĕ пĕчĕк çуртсем нумайччĕ. Кашни килтех çемйисем те пысăк пулнă. Роза аппасен килĕнче те Зоя аппăшĕ, унăн икĕ хĕрĕ (Людапа Светлана), Валя кукка, Коля кукка тата Роза аппан ывăлĕ Вова килĕштерсе пурăннă. Çулла пулсан вара эпир, тăванĕсен ачисем те, паççулккă урамĕнче кĕркуннечченех савăнса вылянă, чупнă... "Восход" колхозăн çаранĕсем, хирĕсем ирĕкчĕ, унта шучĕ çук нумай сурăх кĕтĕвĕсем çỹретчĕç. Çавсене Роза аппа хăйĕн тантăшĕпе Чĕкеç аппапа пăхатчĕç. Хĕлĕн те çăвĕн, каçăн та ирĕн çав выльăхсене апатлантарнă, пăхнă, шăварнă, çăмне илнĕ. Яланах районта малтисен ретĕнче пулнă, Хисеп грамотисем те, парнесем те илме тивĕçнĕ Роза Петровна. Анчах чапшăн мар, чун хушнипе, чĕре ыйтнипе ĕçленĕ. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, çỹллех мар манăн тăванăм, явлăкне çамки çине пусса кăна çыхать, "Р" сасса çирĕппĕн каласа татса сăмахлать вăл. Унпа курса калаçсан, çăвара çупа пыл хыпнăн туйăнать. Калаçăвĕ вара хуллен шăрçаланса пырать, чун хавалĕн ăшши çынна куçать, яланах ырă шухăш, хавхалану парнелет. Хисеплĕ вулакансем район хаçатĕнче Михаил Романович Федотов ăсчах çинчен аса илỹ авторне астăваççĕ пулĕ. Вăл философи наукисен кандидачĕ _ Владимир Михайлович Терентьев _ Роза аппан пĕртен пĕр тĕпренчĕкĕ. Тимлĕ асанне ывăлĕн ултă пỹлĕмлĕ хваттерĕнче Шупашкарта хĕл каçать. 5(!) мăнук унăн. Оля медицина факультетĕнче врача вĕренет, Виктор Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академине пĕтернĕ. Даниил, Мария, Татьяна _ шкул ачисем. Çулла Роза аппа тăван кĕтесе таврăнать. Курасчĕ сирĕн хăйĕн пысăках мар пахчинче епле кăштăртатнине! Илемлĕ, таса йăрансем çинче татса пĕтерме çук виктори çитĕнтерет, кишĕр, хăяр, помидор, улма ỹстерет; слива, хурлăхан, чие те пур. Кăçал çулла та пуçтарăнасчĕ-ха хаклă тăванăмăрăн килĕнче. Сывлăх, телей сана, Роза Петровна, тăванлăх тилхепине нумайччен тытса пымалла пултăр!
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"