Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç илемĕ _ юартăн ĕçре

08 марта 2008 г.

 

 

 

 ЭПĔ пынă чухне С. Егорова Шупашкартан таврăннă кăначчĕ-ха. "Учительсен пĕлĕвне ỹстерекен институтри ятарлă курсра пултăм. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тыттарма çĕннине нумай вĕрентрĕç", _ терĕ вăл хавхаланса. Пултаруллă педагог 34 çул математика учителĕ пулса ĕçлет. Кăçал Светлана Дмитриевна нарăсăн 18-мĕшĕнче 55 çул тултарчĕ. Анчах вĕри чĕреллĕ вĕрентекен юратнă ĕçĕнчен уйрăласшăн мар-ха. Светлана Дмитриевна Егорова (хĕр чухнехи хушамачĕ Чеменева) Шăмăршă районне кĕрекен Васан ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ, Дмитрий Ильич Чеменев, счетоводра та, бухгалтерта та, колхоз председателĕнче те, ял Совет пуçлăхĕнче те тăрăшрĕ. Амăшĕ, Нина Григорьевна, фельдшер-акушерта ĕçлерĕ. Тăватă хĕр çуратса ỹстерчĕç вĕсем. Светлана _ чи асли. Шкулта "4" тата "5" паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Уйрăмах физика, математика предмечĕсене юратнă. "Санăн математика учителĕ пулмалла", _ тенĕ ăна математикăна вĕрентекен Н. Павлов. Çак ăшă сăмаха çамрăк хĕр чĕрине хывнă. Васанти вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсен, 1970 çулта Шупашкарти И. Я. Яковлев ячĕллĕ пединститута физикăпа математика факультетне математика уйрăмне вĕренме кĕрет Светлана. 4 çул сисĕнмесĕрех иртсе каять. 1974 çулта, учитель дипломне алла илсен, Пуянкассинчи 8 класлă шкулта ĕçлеме пуçлать. Кунта ĕçлекен учительсем çинчен акă мĕнле аса илет Светлана Дмитриевна: _ Туслă коллектив мана ăшшăн кĕтсе илчĕ. Чи малтанхи уроксене ирттерме çăмăлах пулмарĕ, анчах мана пуçа усма памарĕç, йывăрлăха çĕнтерме пулăшрĕç. Уйрăмах Тамара Федоровна Андреевана, Нина Николаевна Миронована тав сăмахĕ калас килет (шел, иккĕшĕ те çут тĕнчере çук ĕнтĕ). Пĕр çул ĕçлесен тăван ялне _ Васанти вăтам шкула _ ĕçлеме куçать С. Егорова. _ Малтанласа хам вĕреннĕ шкулта темлерех туяттăм, - тет Светлана Дмитриевна,_ калаçăва малалла тăсса. _ Нумайăшĕ хама вĕрентнĕ учительсемехчĕ, учительсен пỹлĕмне те кĕме хăяймастăмччĕ. Майĕпен шиклĕх туйăмĕ сĕвĕрĕлсе пычĕ, хама ирĕклĕрех туя пуçларăм... Малтанхи çулсенчех Светлана Дмитриевна хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа туса пыни сисĕнет. Математика предметне вĕрентме çăмăлах маррине туйса, кашни уроках тĕплĕн хатĕрленет. Ачасем çĕнĕ темăна лайăх ăнланччĕр тесе тĕрлĕрен таблицăсем туса хатĕрлет. Уйрăмах хăвăрт ăнланайман ачасемпе ĕçлессине тĕп вырăна хурать. 34 çул хушшинче 5 кăларăма вĕрентсе кăларма ĕлкĕрчĕ С. Егорова. Вăл вĕрентнĕ ачасем хушшинче механизаторĕ те, агрономĕ те, бухгалтерĕ те, экономисчĕ те, механикĕ те тата ыттисем те пур. Унăн ĕçĕпе тивĕçлипе мухтанма пултаратпăр. Светлана Дмитриевна хăйĕн юратнă мăшăрĕпе 3 ача çуратса пăхса ỹстерчĕç. Чи асли, Ирина, Шупашкарта стоматологра вăй хурать. Ывăлĕ, Радимир, экономист, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Иккĕшĕ те çемьеллĕ ĕнтĕ. Чи кĕçĕнни, Сергей, юрист пулма хатĕрленет. 55 çул тултарнине паллă туса Егоровсен çемйинче пысăк уяв пулчĕ. Кунта Светлана Дмитриевнăна чыслама районти халăха вĕрентес ĕç пайĕнчен те, ĕçтешсем те, кỹрши- аршисем те пуçтарăнчĕç. Пурте юбиляра пурнăçра иксĕлми юрату, юман пек çирĕп сывлăх, нумай-нумай пурăнма ырă сунчĕç. _ Ачасене çав тери юрататăп, - тет ăшă кăмăллă учительница. _ Шкулсăр пурăнма та пултараймастăп. Хамăр лартнă йывăçсем, хитре чечексем лăпкă çилпе хумханнине куратăп та, чун-чĕре савăнăçпа тулать.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика