05 марта 2008 г.
ФЕВРАЛЬ уйăхĕнче Чăваш Республикин вĕрентỹ институчĕн тĕп специалисчĕсем пирĕн районти шкулсенчи класс ертỹçисем валли икĕ эрнелĕх курс ирттерчĕç. Унăн программи паянхи пурнăçпа тачă çыхăннă, вăл "Класс ертỹçисен воспитани парас ĕçри хальхи вăхăтри моделĕ" ятлă. Тĕрлĕ шкулсенчи 42 вĕрентекен теори тата практика тĕлĕшĕнчен кирлĕ пĕлỹ пухрĕç. Вĕсем хăйсен кулленхи ĕçĕсене тишкерсе тухрĕç, çĕнĕлле ĕçлеме мультимедийный проектсем туса, вĕсене пĕрле сỹтсе явса пысăк опыт пухрĕç. Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕнчи класс ертỹçисем вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче яланах çĕнĕлĕхсем шыраççĕ. Çакăн çинчен тарăннăн шухăшласа хатĕрленĕ проектсем каласа параççĕ. 2-3 классен ертỹçин Л.А.Ухтиярован проекчĕ "Пур ĕç те лайăх _ суйласа ил" ятлă. Ăна комисси (унта сумлă специалистсем пулчĕç) пысăк хак пачĕ. А.Н.Юманова, тăххăрмĕш классен ертỹçи, хăйĕн проектне "Наркотиксем ан пулччăр!" ят панă. Анастасия Никандровна ку проектпа интереслĕ класс саманчĕ ирттерчĕ те ĕнтĕ. Л.А.Семенова хăй ертсе пыракан фольклор ушкăнĕн çулталăклăх ĕç программин проекчĕпе итлекенсене кăсăклантарчĕ. И.В.Гладкова, 6-мĕш класс ертỹçи, ачасен хастарлăхне мĕнле майсемпе çỹлти шая çĕклеме пулнине ĕнентерỹллĕн кăтартса пачĕ. Класс ертỹçин шкул ачисене аталантармалли темиçе çуллăх программине те туса хатĕрлемелле. Кун йышши проектпа Л.Н.Смирнова палăрчĕ. Эпĕ вара Çарпа патриотизм уйăхлăхне ирттерме "Салтака каяс килет" проект туса хатĕрлерĕм. Аслă класра вĕренекен арçын ачасене, ашшĕ-амăшĕсене çар служби çине тивĕçлĕ пăхма вĕрентесси те пирĕн ĕç вĕт-ха. Ку енĕпе февраль уйăхĕн тăршшĕпех проектпа планланă витĕмлĕ мероприятисем ирттертĕмĕр. Тĕслĕхрен, халĕ хĕсметре тăракан хамăр ентешсем çинчен тунă стенд хăй патне туртать. Шкулта "Манăн атте (асатте) _ салтак" сочиненисен конкурсĕ иртрĕ, классем хушшинче "Атьăр-ха, пулас хỹтĕлевçĕсем!" савăнăçлă стартсем пулчĕç. Малалла татах ачасемпе вĕрентекенсене çĕнĕ шухăшсем, пысăк ĕç планĕсем чĕнеççĕ
.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"