Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун-çул тĕкĕрĕ, халăх пуянлăхĕ

28 февраля 2008 г.

 ВАСАНТИ историпе краеведени музейĕ республикăра та чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Музейри тăватă пỹлĕмре 3 пине яхăн экспоната витринăсемпе стендсем çине тирпейлĕн те килĕшỹллĕн вырнаçтарса хунă. Экспозицисенче 100 пин çул каяллах пирĕн тăрăхра пурăннă авалхи çынсен ĕç хатĕрĕсемпе, авалхи мамонт, бизон тата ытти чĕрчунсен шăммисемпе, пирĕн тăрăхра тинĕс пулнă тапхăрти шывра пурăннă чĕрчунсен аммоничĕсемпе белемнитсен пуххине, вăтам ĕмĕр тапхăрĕнчи савăт-сапа, хĕç-пăшал, ĕç хатĕрĕсем, кил-çуртра усă курнă япаласемпе, укçа-тенкипе палашма пулать. Уйрăм экспозици вара пирĕн тăрăхра XVII ĕмĕрте пуçланса кайнă ялсен кун-çулĕпе, архив материалĕсемпе, XIX-XX ĕмĕрсенчи тĕрлĕ вăрçăсенче хутшăннă ентешсемпе, хĕç-пăшал юлашкийĕсемпе паллаштарать. Çакăнтах тĕрлĕ ĕлĕкхи документсем, çырусем, сăн ỹкерчĕксем, çав вăхăтра усă курнă япаласем вуншар-вуншар курма пулать. Акă, Аттелĕх вăрçине халалланă Асăну пỹлĕмĕ те тĕрлĕ экспонатсемпе пуян: пирĕн ентешсем тĕрлĕ фронтсенче çапăçса пуçĕсене хунă вырăнсенчен илсе килнĕ вил тăприсен капсулисем, фронтран çырнă салтак çырăвĕсем, вăрçă вăхăтĕнче ял çыннисем фронта ăсатнă тăхăнмалли ăшă япаласем, çапăçу хирĕсенчен пухса килнĕ хĕç-пăшал таврашĕ т. ыт. те. Этнографи пỹлĕмĕнче те курмалли темĕн те пур: пир тĕртмелли-арламалли хатĕрсем, тимĕрçĕре ăсталанă, йывăçран касса тунă ĕç хатĕрĕсем, ялти арман макечĕ, анатри чăвашсен тăхăнмалли çи-пуçĕ, хĕрарăмсен çи-пуç эрешĕ, сĕтел-пукан, йывăçран, тăмран, йĕс-шăвăçран ăсталанă савăт-сапа, арча-çỹпçе, ĕлĕкхи пỹрт ăш-чикки, вуншар-вуншар тĕслĕ пир тăрăхĕсем, пирĕн тăрăхри вăрмана сăнлакан диорама, авалхи чỹк йывăççи, ачасем, ял çыннисем йывăçран касса ăсталанă асамлă чĕр-чунсен кỹлеписемпе сувенирсем те куракансене илĕртеççĕ. Ялти музейра час-часах шкул ачисемпе вĕрентекенсем истори, географи, природоведени, тăван ен культури урокĕсене ирттерме Шăмăршăри, Палтиелĕнчи, Пуянкассинчи, Васанти, кỹршĕллĕ районсенчен _ Алманчă, Сăкăт, Туçа, Хурăнвар, Куршанкă шкулĕсенчен те килсе çỹреççĕ. Тĕрлĕ семинарсемпе канашлусем ирттересси те йăлана кĕнĕ музейра. Çитес вăхăтра пурнăçламалли ĕçсене музей пĕтĕмпех Çемье, Ырă ĕçсен çулĕсене халалланă. Ĕç планĕпе килĕшỹллĕн часах музейра ялти ятлă-сумлă çемьесемпе, çамрăк мăшăрсемпе тĕл пулу каçĕсем, тĕрлĕ конкурссем, пултаруллăхри ăмăртусем, ал-ĕç ĕçĕсен куравĕсем пулса иртмелле. Мĕнпур ĕçсене эпир ялти культура ĕçченĕсемпе, библиотекарьсемпе, Васан ял поселенийĕн ĕçченĕсемпе, вăтам шкул коллективĕпе пĕрле килĕшсе йĕркелесе ирттерме тăрăшатпăр. Ырă ĕçсен çулталăкĕ пынине шута илсе, хамăр ял çыннисемпе шкул ачисене музей курма тỹлевсĕрех кĕртме йышăнтăмăр. Шăмăршă тăрăхĕнчи шкул ертỹçисене, класс руководителĕсене, вĕрентекенсене, ача садĕнчи аслă ушкăнри воспитательсене, тăван ен аваллăхĕпе интересленекен пур çынсене те Васанти краеведени музейне килсе курма, тăван тавралăхпа, ялсен историйĕпе çыхăннă нумай ыйтусемпе, экспонатсемпе паллашма сĕнетпĕр. Ятарлă темăсемпе калаçусем, лекцисем, куравсем йĕркелесе ирттерме те мĕнпур майсем пур музейра. Пирĕн музейри экспонатсемпе палашма, тĕрлĕ докладсемпе рефератсем, курс ĕçĕсем, вĕренỹпе наука проекчĕсем çырма аслă вĕренỹ заведенийĕсен студенчĕсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем те час-часах килсе çỹреççĕ, музейра упранакан архив материалĕсемпе, фольклор пуххисен фонотекисемпе усă кураççĕ. Васанти музейра Америка, Турци, Финлянди, Франци, Болгари турисчĕсемпе ăсчахĕсем, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем, наукăпа культура ĕçченĕсем, эстрада çăлтăрĕсем те пулса курнă. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров музейпа паллашнă хыççăн: "Республикăн чи аякри ялĕнче çакăн пек чаплă музей йĕркелеме пултарни хăйех пысăк çитĕнỹ, çĕнтерỹ. Çакăн пек музейсемпе эпир чăннипех те мухтанма тивĕçлĕ!" - тесе район пуçлăхне В.П.Фадеева тата музей йĕркелекене алă тытсах саламланăччĕ. Кăçалхи Ырă ĕçсен çулĕнче хамăр тăрăхра çуралса ỹснĕ çынсене те чĕнсе каласшăн эпир: килĕрте упранакан авалхи ĕлĕкхи япаласене, ĕç хатĕрĕсене, савăт-сапана, хут-кĕнекесене, çи-пуçĕпе тумтирсене кăларса ан пăрахăр, çунтарса-çĕмĕрсе ан пĕтерĕр, музее килсе пама тăрăшăр, каласан, хамăр та хаваспах пырса илĕпĕр. Музей ĕçченĕсем парне паракан çынсен ячĕсене ятарлă кĕнекере çырса пыраççĕ. Çапла хамăр тăрăхра пурăнакан халăхсен историне, культурине упракан çурт çулсеренех пуянланса пытăр. Эсир те, хисеплĕ ентешсем, çак ответлă ĕçе хутшăнма пултаратăр, музей алăкĕ кашнийĕншĕнех уçă.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика